×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 5

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрсе каламалли сӑпрайпа. Давид псаломӗ.
2
Эй Ҫӳлхуҫа, манӑн сӑмахӑмсене илтсемччӗ, манӑн шухӑшӑмсене ӑнласа илсемччӗ.
3
Эй Патшамӑм, эй Туррӑм, эпӗ йӗрсе тархасланине тӑнласамччӗ! эпӗ Сана кӗлтӑватӑп.
4
Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп:
5
Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ;
6
йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн;
7
Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.
8
Санӑн иксӗлми ырӑлӑхун тивлечӗпе эпӗ Санӑн керменне кӗрӗп, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна Санран хӑраса пуҫҫапӑп.
9
Эй Ҫӳлхуҫа! тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳ ҫулӗпе ертсе пырсамччӗ мана; манӑн умри ҫулна тӳрӗ тусамччӗ.
10
Вӗсенӗн ҫӑварӗнче чӑнлӑх ҫук: вӗсенӗн чӗри — пӗтермӗш, вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк, чӗлхипе йӑпӑлтатса калаҫаҫҫӗ.
11
Эй Турӑҫӑм, айӑпа хӑвар вӗсене, вӗсем шухӑшланӑ шухӑшӗсемпех путланччӑр; ҫылӑхӗсем нумаййине кура пӑрах вӗсене: вӗсем Сана хирӗҫ тӑчӗҫ.
12
Вара Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ, Эсӗ вӗсенӗн хутне кӗрсе тӑрӑн; Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ:
13
эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки