×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 50

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.
2
Вирсавия патне кӗнӗ хыҫҫӑн хӑй патне Нафан пророк пырса кайсассӑн.
3
Эй Турӑҫӑм, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсем мана, Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа кӑларсам.
4
Манӑн йӗркесӗрлӗхӗме ҫӑва-ҫӑва ярсам, ҫылӑхӑмран тасатсам мана:
5
йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать.
6
Сан умӑнта, пӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, Сан умӑнта усал ӗҫ турӑм: ҫавӑнпа Эсӗ айӑплани тӗрӗс, ҫавӑнпа Санӑн суту таса.
7
Мана аннемех ҫылӑхлӑ ҫуратнӑ, эпӗ аннем ӑшӗнчех ҫылӑхпа тӗвӗленнӗ.
8
Акӑ Эсӗ чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн, Хӑвӑн ӑслӑлӑхна мана вӑрттӑн вӗрентетӗн.
9
Иссоппа сирпӗтсем мана, эпӗ тасалӑп; ҫуса тасатсам мана, эпӗ юртан та шурӑ пулӑп.
10
Мана савӑнӑҫпа хаваслӑх илтмелле тусам, Эсӗ ватнӑ шӑммӑм-шаккӑм савӑнӗччӗ вара.
11
Хӑвӑн сӑнна манӑн ҫылӑхӑмсенчен тӳртӗн тытсам, манӑн мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа хӑварсам.
12
Эй Турӑҫӑм, ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту.
13
Мана Ху умӑнтан сирсе ан ярсам, Хӑвӑн Таса Сывлӑшна туртса ан илсем манран.
14
Ху ҫӑлассипе каллех савӑнтар мана, хӑватлӑ Сывлӑшупа тӗреклӗлентер мана.
15
Йӗркесӗр пурӑнакансене Санӑн ҫулупа пыма вӗрентӗп, усал ҫынсем Сан енне ҫаврӑнӗҫ.
16
Эй Турӑҫӑм, мана ҫӑлакан Туррӑм, юн тӑкнинчен хӑтарсам мана, чӗлхем Санӑн тӳрӗлӗхне мухтавлӗ.
17
Эй Ҫӳлхуҫа! чӗлхе-ҫӑварӑма уҫсамччӗ, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана мухтаса калаҫӗ:
18
Сана парне кирлӗ мар — эпӗ ӑна парӑттӑм; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те Эсӗ кӑмӑлламастӑн.
19
Турра юрӑхлӑ парне — ӳкӗнекен чун; ӳкӗнекен йӑваш чӗрене Эсӗ, Турӑ, пӑрахмастӑн.
20
Эй Ҫӳлхуҫа, Ху кӑмӑл тунипе Сиона ырӑлӑх кӑтарт; Иерусалим хӳмисене хӳсе ҫавӑр:
21
вара Эсӗ тӳрӗлӗх парнине те, ытти парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те кӑмӑл тӑвӑн; ун чухне Сана парне кӳрекен вырӑн ҫине пӑрусем пусса хурӗҫ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки