×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 52

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрсе каламалли сӑпрайпа. Давид вӗрентсе калани.
2
Ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче: «Турӑ ҫук» терӗ. Вӗсем иртӗхсе кайрӗҫ, ирсӗр ӗҫсем турӗҫ; ырӑ тӑвакан ҫук.
3
Тӑнлӑ ҫын пур-ши, Турра шыракан пур-ши? тесе Турӑ тӳперен этем ывӑлӗсем ҫине пӑхрӗ.
4
Пурте аташса кайнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук.
5
Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, ман халӑха ҫӑкӑр ҫинӗ пек ҫиекенсем, Турра чӗнме пӗлменскерсем, пӗри те тӑна кӗмӗҫ-ши вӗсем?
6
Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ. Эсӗ вӗсене намӑса хӑварӑн: Турӑ вӗсене пӑрахрӗ.
7
Израиле Сион ҫинчен кам ҫӑлӑнӑҫ парӗ? Турӑ Хӑйӗн халӑхне ҫӗнӗрен ҫӗклесессӗн Иаков савӑнӗ, Израиль хӗпӗртесе тӑрӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки