БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид вӗрентсе калани, |
| 2 |
| Зиф ҫыннисем Саул патне ҫитсе: «Давид пирӗн патӑмӑрта пытанса пурӑнать» тесе евитленӗ хыҫҫӑн. |
| 3 |
| Эй Турӑҫӑм! Хӑвӑн ятупа ҫӑлсам мана, Хӑвӑн сутупа тӳрре кӑларсам мана. |
| 4 |
| Эй Турӑҫӑм! кӗллӗме илтсем, манӑн сӑмахӑмсене тӑнласам: |
| 5 |
| мана ют ҫынсем тапӑнчӗҫ, пусмӑрҫӑсем ман чунӑма шыраҫҫӗ; вӗсен умӗнче Турӑ ҫук. |
| 6 |
| Акӑ Турӑ — мана пулӑшаканӗ; Ҫӳлхуҫа чунӑма тӗреклентерет. |
| 7 |
| Вӑл манӑн тӑшмансен усаллӑхне хӑйсем ҫинех ҫитертӗр; Хӑвӑн чӑнлӑхупа пӗтер вӗсене. |
| 8 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Сана кӑмӑлтан парне кӳрем, Санӑн ятна аслӑлам: Санӑн яту ырӑ, |
| 9 |
| Эсӗ мана пур асапран та хӑтартӑн, ӗнтӗ куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑчӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/053.mp3
150
53