БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Аякра пӗр сасӑ кӑлармасӑр пурӑнакан кӑвакарчӑн» кӗвви евӗрлӗ. Давид хайлавӗ, ӑна вӑл хӑйне Филисти ҫыннисем Геф хулинче ярса тытнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ. |
| 2 |
| Эй Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана! мана этем хыпса ҫӑтасшӑн; кунсерен тапӑнса хӗсӗрлет вӑл мана. |
| 3 |
| Тӑшманӑмсем куллен мана хыпса ҫӑтасшӑн хӗртӗнсе тӑраҫҫӗ: эй Ҫӳлти Турӑ, мана тапӑнакансем ытла та нумай-ҫке! |
| 4 |
| Шикленсе ӳксессӗн пӗр Сана шанса тӑратӑп. |
| 5 |
| Эпӗ, Турӑ сӑмахне мухтаканскер, эпӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтаканскер, Турра шанатӑп — хӑрамастӑп; этем мана мӗн тӑвайӗ? |
| 6 |
| Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ: |
| 7 |
| манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ. |
| 8 |
| Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсемшӗн тавӑрнине курмӗҫ-шим вӗсем? Эй Турӑҫӑм, ҫав халӑхсене ҫиллӳпе пӗтерсе тӑк. |
| 9 |
| Эпӗ мӗн чухлӗ тарса ҫӳренине Эсӗ шута илнӗ; манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши? |
| 10 |
| Сана тархаслатӑп та — тӑшманӑмсем каялла ҫаврӑнаҫҫӗ, Турӑ ман майлӑ пулнине эпӗ ҫавӑнтан пӗлетӗп. |
| 11 |
| Эпӗ, Турӑ сӑмахне мухтаканскер, эпӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтаканскер, |
| 12 |
| Турра шанатӑп — хӑрамастӑп; этем мана мӗн тӑвайӗ? |
| 13 |
| Эй Турӑҫӑм, Сана сӑмах пани — хам ҫинчех; эпӗ Сана тав туса мухтӑп: |
| 14 |
| Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен, [куҫӑма куҫҫульрен] хӑтартӑн, манӑн урана та такӑнасран сыхларӑн: мана Турӑ умӗнче, пурӑнӑҫ ҫутинче ҫӳремелле турӑн. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/055.mp3
150
55