×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 56

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давид хайлавӗ, ӑна вӑл Саулран ту хӑвӑлне тарса пытаннӑ чухне ҫырнӑ.
2
Хӗрхенсем мана, Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана: чунӑм Сана шанса тӑрать, инкек-синкек иртсе кайиччен Санӑн ҫунату хӳттине пытанам.
3
Ҫӳлти Турра, хама ырӑлӑх кӑтартакан Турра, тархаслам;
4
Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхне, Хӑйӗн чӑнлӑхне ярӗ: ҫӳлтен ярӗ те ҫӑлӗ мана; мана хыпса ҫӑтма ӗмӗтленекене намӑса хӑварӗ.
5
Манӑн чунӑм арӑслансем хушшинче; эпӗ вут-ҫулӑмпа сывлакансем хушшинче, этем ывӑлӗсем хушшинче выртатӑп, вӗсенӗн шӑлӗсем — сӑнӑпа ухӑ, вӗсенӗн чӗлхисем — ҫивчӗ хӗҫ.
6
Эй Турӑ, ҫӳл тӳперен ҫӳле ҫӗклен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑху пултӑр!
7
Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.
8
Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр ӗнтӗ, манӑн чӗрем хатӗр ӗнтӗ: юрлам та мухтам.
9
Эй чунӑм, вӑран, псалтирьпе кӗсле, вӑранӑр! Эпӗ ирхи шурӑмпуҫне вӑратӑп.
10
Эй Ҫӳлхуҫа, Сана халӑхсем хушшинче аслӑлӑп; Сана ӑрусем хушшинче мухтаса юрлӑп:
11
Санӑн ырӑлӑху тӳпене ҫитиех, Санӑн чӑнлӑху пӗлӗтсем таранах.
12
Эй Турӑ, ҫӳл тӳперен ҫӳле ҫӗклен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑху пултӑр!
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки