×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 57

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давид хайлавӗ.
2
Эй тӳресем, эсир этем ывӑлӗсене тӗрӗс сут тӑвас вырӑнне хӑвӑр сӑмахӑрпа чӑнах та тӳрӗлӗхе путаратӑр-и?
3
Эсир чӑнах та чӗрӗрте йӗркесӗр ӗҫ тӗвӗлетӗр, ҫӗр ҫинче тӗрӗсмарлӑх валли ҫул хыватӑр.
4
Усал ҫынсем ҫураличченех пӑрӑнса кайнӑ: вӗсем амӑшӗ варӗнче чухнех суя суйса аташаҫҫӗ.
5
Вӗсен наркӑмӑшӗ — ҫӗлен наркӑмӑшӗ пекех, хӑлхине хуплакан, нимӗн те илтмен аспид наркӑмӑшӗ пекех,
6
ҫав аспид вара ҫӗлен чӗлхине пӗлекене, ҫӗлен чӗлхине ӑста пӗлекене те илтмест.
7
Эй Турӑ! вӗсен ҫӑварӗнчи шӑлсене аркат; эй Ҫӳлхуҫа, арӑслансен янахне ҫапса салат!
8
Вӗсем юхса иртекен шыв пек ҫухалччӑр; уххуна карӑнтарсассӑнах вӗсем ҫурмаран хуҫӑлса анччӑр.
9
Хуранӗнчен тухакан сӗлек пек пӗтчӗр; вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пек, хӗвел ан курайччӑр.
10
Сирӗн хуранӑрсем кӳкен ҫуннине сисиччен Вӑл сире, чӗррисене, Хӑйӗн ҫиллипе ҫапса салатӗ.
11
Тавӑру ҫитнине курсассӑн тӳрӗ ҫын савӑнӗ; урине ҫылӑхлӑ ҫын юнӗпе ҫӑвӗ.
12
Этем ҫапла калӗ вара: «тӳрӗ ҫынна чӑнах сӑвап пулать иккен! ҫӗр ҫинче сут тӑваканни — Турӑ — пур иккен!» Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки