БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давида вӗлересшӗн Саул унӑн ҫуртне сыхлаттарнӑ, Давид ҫакна ҫавӑн чухне ҫырнӑ. |
| 2 |
| Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; |
| 3 |
| йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: |
| 4 |
| акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, |
| 5 |
| айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ. |
| 6 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Израиль Турри, ҫӗклен, пур халӑхсене те килсе кур, йӗркесӗр усал ҫынсене пӗрне те ан хӗрхен: |
| 7 |
| вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; |
| 8 |
| акӑ темӗн те каласа тултараҫҫӗ; вӗсен ҫӑварӗнче — хӗҫ: «пире кам илттӗр?» тесе шухӑшлаҫҫӗ. |
| 9 |
| Анчах Эсӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсенчен кулӑн; халӑхсене пурне те намӑса хӑварӑн. |
| 10 |
| Эй Вӑйлӑскер, эпӗ Сан патна ӑнтӑлатӑп: ман хута кӗрекенӗ — Турӑ. |
| 11 |
| Туррӑм, мана хӗрхенекен Туррӑм, ман умран пырӗ; Турӑ мана тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑмалла тӑвӗ. |
| 12 |
| Эй пирӗн хута кӗрекен Ҫӳлхуҫа, ан вӗлер вӗсене — халӑхӑм манса ан кайтӑр; Хӑвӑн хӑватупа салатса яр вӗсене, ӳкер вӗсене. |
| 13 |
| Вӗсен чӗлхи каланӑ сӑмах — вӗсен ҫӑварӗн ҫылӑхӗ; вӗсем хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе ҫакланччӑр. Ылханнӑшӑн, суйса калаҫнӑшӑн |
| 14 |
| ҫиллӳпе салатса яр вӗсене, салатса яр, вӗсем ан пулччӑр; Иакова ҫӗр вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Турӑ тытса тӑнине пӗлччӗр вӗсем. |
| 15 |
| Вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; |
| 16 |
| ҫимелли шыраса сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, выҫах ҫӗр каҫаҫҫӗ. |
| 17 |
| Эпӗ вара Санӑн хӑватна мухтаса юрлӑп, иртен пуҫласа Санӑн ырӑлӑху ҫинчен каласа тӑрӑп: хурлӑхлӑ кунӑмра Эсӗ манӑн хӳттӗм, тарса пытанмалли вырӑнӑм пултӑн. |
| 18 |
| Эй Вӑйлӑскер! эпӗ Сана мухтаса юрлӑп: Турӑ — ман хута кӗрекенӗ, Туррӑм — мана хӗрхенекенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/058.mp3
150
58