БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шушан-Эдуф теекен сӑпрайпа. Давид хайлавӗ, вӗренмелли. |
| 2 |
| Ҫакна вӑл Месопотамири Сирипе тата Цованри Сирипе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне, Иоав унтан таврӑннӑ чухне Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вуникӗ пин ҫыннине пӗтернӗ чухне ҫырнӑ. |
| 3 |
| Эй Турӑ! Эсӗ пире пӑрахрӑн, Эсӗ пире аркатрӑн, Эсӗ ҫиллентӗн: пирӗн енне ҫаврӑнсам. |
| 4 |
| Эсӗ ҫӗре силлентертӗн, ӑна тустартӑн: унӑн суранӗсене сипле, вӑл чӗтренет. |
| 5 |
| Эсӗ Хӑвӑн халӑхна тискерлӗх кӑтартрӑн, пире ӑнран яракан эрех ӗҫтертӗн. |
| 6 |
| Ӗнтӗ Хӑвӑнтан хӑракансене паллӑ парсамччӗ — тӑшмансем ухӑран тарса кайччӑр: |
| 7 |
| Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр; Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсам пире, илтсем пире. |
| 8 |
| Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп: |
| 9 |
| Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя, |
| 10 |
| Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт; Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп. Эй Филисти ҫӗрӗ, мана хавассӑн кӑшкӑрса кӗтсе ил!» терӗ. |
| 11 |
| Тӗреклӗлетнӗ хулана мана кам илсе кӗрӗ? Эдом ҫӗрне мана кам ертсе ҫитерӗ? |
| 12 |
| Эсех мар-и, Турӑҫӑм, пире пӑрахнӑ Турӑ, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухман Турӑ, Эсех мар-и? |
| 13 |
| Пулӑшсам пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесем, ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар. |
| 14 |
| Турӑпа пӗрле эпир вӑя кӑтартӑпӑр, Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/059.mp3
150
59