БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Сакӑр хӗлӗхлипе. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана. |
| 3 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: эпӗ — халсӑр; эй Ҫӳлхуҫа, сыватсам мана: шӑммӑм-шаккӑм хавшаса ҫитрӗ; |
| 4 |
| чунӑм та йӑлтах хавшаса ҫитрӗ; эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тӑхтӑн-ши Эсӗ? |
| 5 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнса пӑхсам, чунӑма хӑтарсам, хӗрхенекен кӑмӑлна кура ҫӑлсам мана. |
| 6 |
| Вилнӗ ҫын Сана асӑнас ҫук: тупӑка кӗрсессӗн Сана кам мухтатӑр? |
| 7 |
| Ӗнтӗ ахлата-ахлата вӑйран кайрӑм: тӳшекӗме каҫсерен куҫҫульпе йӗпететӗп, выртакан вырӑна куҫҫульпе шӑваратӑп. |
| 8 |
| Хуйхӑрнипе куҫӑм путса кӗчӗ, тӑшманӑмсене пула куҫӑм ҫути сӳнчӗ. |
| 9 |
| Эй йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та сирӗлӗр ман патӑмран: йӗрекен сассӑма Ҫӳлхуҫа илтрӗ, |
| 10 |
| эпӗ йӑлӑннине Ҫӳлхуҫа илтрӗ; манӑн кӗллӗме Ҫӳлхуҫа хапӑл тӑвӗ. |
| 11 |
| Манӑн тӑшмансем пурте намӑса юлччӑр, шуйханса ӳкчӗр; каялла кайччӑр, намӑсланччӑр. Мухтав: |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/006.mp3
150
6