×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 63

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.
2
Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ;
3
чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана,
4
вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ:
5
айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
6
Вӗсем хӑйсен усал шухӑшне ҫирӗп тытаҫҫӗ, танатине пытарма канаш тӑваҫҫӗ: «пире кам курӗ?» тееҫҫӗ.
7
Ирсӗр ӗҫ тума каварлашаҫҫӗ: «хатӗр! тӗплӗ хатӗрлентӗмӗр!» тееҫҫӗ. Чӑнах, этемӗн шалти пурӑнӑҫӗ, чӗри кӑткӑс иккен!
8
Анчах Турӑ вӗсене ухӑпа персе ӳкерӗ: вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен суранланӗҫ;
9
хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсенех пӗтерӗҫ; вӗсене курсассӑн пурте вӗсенчен пӑрӑнса кайӗҫ.
10
Этемсем пурте хӑраса ӳкӗҫ, Турӑ ӗҫӗ ҫинчен пӗлтерӗҫ, ку Унӑн ӗҫӗ пулнине ӑнкарӗҫ.
11
Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Ӑна шанса тӑрӗ; таса чӗреллисем пурте мухтанӗҫ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки