×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 65

1
Эй пӗтӗм ҫӗр, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр!
2
Тунӑн ятне аслӑласа юрлӑр, чаплӑлӑр, мухтавлӑр Ӑна.
3
Турра калӑр: Хӑвӑн ӗҫӳсене тунӑ чухне Эсӗ епле хӑрушӑ! Вӑю аслӑран Сана тӑшманусем парӑнӗҫ, тейӗр.
4
Сана пӗтӗм ҫӗр пуҫҫаптӑр, Сана мухтаса юрлатӑр, [эй Ҫӳлти Турӑ,] Санӑн ятна мухтаса юрлатӑр!
5
Килӗр, Турӑ ӗҫӗсене курӑр: Унӑн этем ывӑлӗсем хушшинче тӑвакан ӗҫӗсем хӑрушӑ.
6
Вӑл тинӗсе типӗ ҫӗр туса хучӗ; шыв урлӑ утса каҫрӑмӑр, эпир унта Уншӑн хаваслантӑмӑр.
7
Хӑй хӑвачӗпе Вӑл ӗмӗрех патшара ларать; Унӑн куҫӗ халӑхсем ҫине пӑхать, пӑлхавҫӑсем ан ҫӗкленейччӗр.
8
Эй халӑхсем, пирӗн Турра аслӑлӑр, Ӑна чыслӑр та мухтавлӑр.
9
Вӑл пирӗн чуна чӗрӗ сыхласа хӑварчӗ, пирӗн урана такӑнма памарӗ.
10
Эй Турӑ, Эсӗ пире сӑнарӑн, пире кӗмӗле шӑратнӑ пек шӑратрӑн.
11
Эсӗ пире танатана ҫаклантартӑн, пире сӑнчӑр тӑхӑнтартрӑн,
12
этеме пирӗн пуҫ ҫине улӑхтарса лартрӑн. Ӗнтӗ эпир вута та, шыв а та кӗтӗмӗр, Эсӗ пире ирӗке илсе тухрӑн.
13
Санӑн Ҫуртна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе кӗрӗп, Сана мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗп:
14
хам асапланнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫапла тума пулнӑччӗ, чӗлхем ҫапла тума сӑмах панӑччӗ.
15
Самӑр выльӑха пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, така ҫӑвӗ ҫунтарса Сана парне кӳрӗп, вӑкӑрсемпе качака такисем те парӑп.
16
Эй Турӑран хӑракансем, пурсӑр та килӗр, итлӗр, эпӗ сире Вӑл манӑн чунӑмшӑн мӗн тунине пӗлтерӗп.
17
Эпӗ Ӑна чӗлхе-ҫӑварӑмпа йӑлӑнса чӗнтӗм, чӗлхемпе Ӑна тем териех мухтарӑм.
18
Эпӗ хам чӗрере йӗркесӗр шухӑш тытнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа мана илтместчӗ.
19
Анчах Турӑ мана илтрӗ, манӑн тархаслакан сассӑма тӑнларӗ.
20
Турӑ мухтавлӑ: Вӑл манӑн кӗллӗмрен пӑрӑнмарӗ, мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармарӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки