|
| 1 |
|
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. Юрӑ. |
|
| 2 |
|
| Турӑ ҫӗклентӗр, Унӑн тӑшманӗсем саланччӑр, Ӑна курайманнисем Унӑн умӗнчен тарса пӗтчӗр. |
|
| 3 |
|
| Тӗтӗм сирӗлнӗ пек, сирсе-сапаласа яр вӗсене; вут-ҫулӑм умӗнче ӑвӑс епле шӑранать, ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнчен ҫапла ҫухалччӑр. |
|
| 4 |
|
| Таса ҫынсем вара Турӑ умӗнче савӑнса тӑччӑр, хӗпӗртенччӗр, савӑнса киленччӗр. |
|
| 5 |
|
| Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне мухтаса юрлӑр, пӗлӗтсем ҫинче Ҫӳрекене аслӑласа мухтӑр; «Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа» тейӗр, Унӑн умӗнче савӑнса тӑрӑр. |
|
| 6 |
|
| Тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ — Турӑ — Хӑйӗн сӑваплӑ килӗнче. |
|
| 7 |
|
| Пӗчченнисене Турӑ кил-ҫурта вырӑнаҫтарать, касмӑкрисене сӑнчӑрӗнчен хӑтарать, пӑхӑнманнисем вара шӑрӑх пушхирех юлаҫҫӗ. |
|
| 8 |
|
| Эй Турӑ! Эсӗ Хӑвӑн халӑхна курӑннӑ чухне, Эсӗ пушхирпе пынӑ чухне |
|
| 9 |
|
| Турӑ сӑнӗнчен, Синай [Турри] сӑнӗнчен, Турӑ сӑнӗнчен, Израиль Турри сӑнӗнчен, ҫӗр чӗтренӗ, пӗлӗтсем те ирӗлнӗ. |
|
| 10 |
|
| Эй Турӑ, ҫунса выртакан ҫӗр ҫине Эсӗ тулӑх ҫумӑр ҫутарнӑ, ӑна, типсе кайнӑскере, ырӑлатнӑ. |
|
| 11 |
|
| Санӑн халӑху ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; эй Турӑ, Хӑв ырӑ пулнипе Эсӗ чухӑн валли мӗн кирлине янтӑланӑ. |
|
| 12 |
|
| Ҫӳлхуҫа сӑмах калаттарать: хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр: |
|
| 13 |
|
| «ҫарсенӗн патшисем тараҫҫӗ, тараҫҫӗ. Арӑмсем килте тупӑш уйӑраҫҫӗ». |
|
| 14 |
|
| Карта хыҫӗнче ларакансем вара ҫунатне — кӗмӗл, тӗкне ылтӑн сӑрнӑ кӑвакарчӑн пекех. |
|
| 15 |
|
| Пурне те Пултаракан ҫак ҫӗр ҫинчи патшасене салатса янӑ чухне Селмон тӑвӗ ҫине юр ӳкнӗ. |
|
| 16 |
|
| Васан тӑвӗ — Турӑ тӑвӗ! ҫӳллӗ ту — Васан тӑвӗ! |
|
| 17 |
|
| Эй ҫӳллӗ тусем, мӗншӗн эсир Турӑ патшара ларма кӑмӑл тунӑ, ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа пурӑнас ту ҫине вӗчӗрхенсе пӑхатӑр? |
|
| 18 |
|
| Туррӑн ҫар урапийӗсем пиншер-пиншер пин, имӗ-сумӗ те ҫук; вӗсем хушшинче, Синай ҫинче, сӑваплӑ вырӑнта — Ҫӳлхуҫа. |
|
| 19 |
|
| Эсӗ ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсем валли парне ҫӗнтерсе илтӗн, хирӗҫ тӑраканнисем те Ҫӳлхуҫа Турӑ патне вырӑнаҫчӑр терӗн. |
|
| 20 |
|
| Ҫӳлхуҫа куллен-кун мухтавлӑ. Турӑ пирӗн ҫине ҫӗклем хурать — анчах пире Хӑех ҫӑлать Вӑл. |
|
| 21 |
|
| Турӑ пирӗншӗн — ҫӑлакан Турӑ; вилӗм хапхи — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа аллинче. |
|
| 22 |
|
| Турӑ Хӑй тӑшманӗсен пуҫне, ҫылӑхӗсем айне путнӑ ҫыннӑн ҫӑмламас пуҫ тӳпине чӑнах та ҫапса салатӗ. |
|
| 23 |
|
| Ҫӳлхуҫа каларӗ: «Васанран каялла антарӑп, тинӗс тӗпӗнчен кӑларӑп: |
|
| 24 |
|
| уруна тӑшманусен юнне чикӗн, вӗсен юнӗ йыттусене пулӗ» терӗ. |
|
| 25 |
|
| Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: |
|
| 26 |
|
| малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: |
|
| 27 |
|
| «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» |
|
| 28 |
|
| Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем. |
|
| 29 |
|
| Хӑвӑн Турру сана вӑй-хал панӑ. Эй Турӑ, пирӗншӗн Ху мӗн тунине ҫирӗплет! |
|
| 30 |
|
| Иерусалимри Керменӳ умне патшасем Сан валли парнесем илсе килӗҫ. |
|
| 31 |
|
| Хӑмӑшлӑхри тискер кайӑка, халӑхсен пӑрушӗсем хушшинчи вӑкӑр кӗтӗвне, кӗмӗл кӳмерккисемпе каппайланакансене, йӑвашлат; вӑрҫӑшӑн хӗвӗшекен халӑхсене салатса яр. |
|
| 32 |
|
| Египетран элчӗсем килӗҫ; Эфиопи те аллине Турӑ енне тӑсӗ. |
|
| 33 |
|
| Эй ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем! Турра мухтаса юрлӑр, тӳпере, авалхи тӳпере, ҫӳрекен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр. Акӑ Унӑн сасси, вӑй-хӑват сасси, илтӗнет. |
|
| 34 |
|
|
|
| 35 |
|
| Турӑ вӑй-хӑватне аслӑлӑр! Унӑн чапӗ — Израиль ҫинче, Унӑн хӑвачӗ — пӗлӗтсем ҫинче. |
|
| 36 |
|
| Эй Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнта хӑрушӑ. Израиль Турри — Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне вӑй-хӑват та, тӗрек те парать. Турӑ мухтавлӑ! Мухтав: |
|
|
|
|