БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошанним теекен сӑпрайпа. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Эй Турӑ, ҫӑлсамччӗ мана: шывсем чунӑм патнех ҫитрӗҫ. |
| 3 |
| Эпӗ тарӑн шурлӑха путса лартӑм, урана та пусма ҫук; тарӑн ҫӗрех кӗтӗм, вӑйкӑн юхӑм мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрет. |
| 4 |
| Кӑшкӑра-кӑшкӑра халран кайрӑм, пыр тӗпӗ типсе ларчӗ, Туррӑма кӗте-кӗте куҫӑм та ӗшенсе ҫитрӗ. |
| 5 |
| Мана пӗр айӑпсӑрах курайманнисем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; мана кӑлӑхах йӗрлекен тӑшманӑмсем вӑйлӑланчӗҫ; манӑн вӗсене хам илменнинех памалла-мӗн. |
| 6 |
| Эй Турӑ! Эсӗ манӑн ӑссӑрлӑхӑма пӗлетӗн, ҫылӑхӑмсем те Сана курӑнмасӑр тӑмаҫҫӗ. |
| 7 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Сана шанакансем мана пула ан намӑсланччӑр. Эй Израиль Турри, Сана шыракансем мана пула намӑс ан курччӑр: |
| 8 |
| эпӗ Саншӑн хурлӑх куратӑп, манӑн питӗме мӑшкӑлпа хуплаҫҫӗ. |
| 9 |
| Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: |
| 10 |
| Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; |
| 11 |
| чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; |
| 12 |
| ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; |
| 13 |
| хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ. |
| 14 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ вара кӗллӗмпе Сан умна пыратӑп; эй Турӑҫӑм, кӑмӑллӑ вӑхӑтра, ырӑлӑху пысӑк пулнӑран илтсем мана. Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран |
| 15 |
| юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; |
| 16 |
| шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана. |
| 17 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ; иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине; |
| 18 |
| Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ: эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана; |
| 19 |
| чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна; тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана. |
| 20 |
| Мана мӑшкӑлланине, мана намӑс кӑтартнине, мана хур тунине Эсӗ пӗлетӗн: тӑшманӑмсем пурте Санӑн умӑнта. |
| 21 |
| Мӑшкӑл курни чӗреме халсӑрлатрӗ, эпӗ пӗтсе ҫитрӗм; хӗрхенессе кӗтрӗм — пулмарӗ, лӑплантаракансем шырарӑм — тупаймарӑм. |
| 22 |
| Апат вырӑнне мана ват пачӗҫ, ӗҫессӗм килнӗ чухне сӗрхе ӗҫтерчӗҫ. |
| 23 |
| Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр; |
| 24 |
| куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту; |
| 25 |
| вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр; |
| 26 |
| вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр, |
| 27 |
| мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ. |
| 28 |
| Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш, вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр; |
| 29 |
| вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр, вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр. |
| 30 |
| Эпӗ — мӗскӗн, асапланатӑп; эй Турӑҫӑм, Эсӗ пулӑшни вӑй патӑрччӗ мана. |
| 31 |
| Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп, Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп; |
| 32 |
| ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та, мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ. |
| 33 |
| Асапланакансем ҫакна курӗҫ те — савӑнӗҫ. Эй Турра шыракансем, сирӗн чӗрӗрсем те чӗрӗлӗҫ: |
| 34 |
| Ҫӳлхуҫа мӗскӗнсене илтет, Хӑйӗн сӑнчӑрланӑ ҫыннисене пӑрахмасть. |
| 35 |
| Тӳпе те, ҫӗр те, тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр; |
| 36 |
| Турӑ Сиона ҫӑлӗ, Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ, унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ, |
| 37 |
| Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ, унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/068.mp3
150
68