БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Вениамин ӑрӑвӗнчи Хус ятлӑ ҫын тӗлӗшӗпе Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче хурланса юрланӑ юрӑ. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! Сана шанса тӑратӑп; хама хӗсӗрлекенсенчен пуринчен те ҫӑлсам мана, хӑтарсам мана; |
| 3 |
| хӑтаракан [та ҫӑлакан] ҫуккипе тӑшман ман чунӑма, арӑслан пек туласа, тӑпӑлтарса ан кӑларайтӑр. |
| 4 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, |
| 5 |
| эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, |
| 6 |
| чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр. |
| 7 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, ҫиллӳне кӑтарт; тилӗрнӗ тӑшманӑмсене хирӗҫ тух, Ху пӗлтернӗ сутупа килсе сут ту маншӑн — |
| 8 |
| Санӑн тавра ушкӑн-ушкӑн ҫын тӑрӗ; вӗсен тӗлӗнче ҫӳле ҫӗклен Эсӗ. |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫа халӑхсене сут тӑвать. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗлӗхӗме кура, айӑпӑм ҫуккине кура сут ту мана. |
| 10 |
| Эй таса Турӑ! Эсӗ этем чӗрине, этем ӑшне сӑнатӑн: ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн усаллӑхӗ пӗттӗрччӗ, тӳрӗ ҫынна тӗреклӗлентерччӗ. |
| 11 |
| Манӑн хӳтлӗхӗм — Турӑ, таса чӗреллисене Ҫӑлаканӗ. |
| 12 |
| Турӑ — тӳррипе сут тӑвакан [хӑватлӑ та вӑрах тӳсӗмлӗ] тӳре, Вӑл тата — Хӑй енне ҫаврӑнманнисенчен кашни кун хытӑ шыраса илекен Турӑ. Вӑл Хӑйӗн хӗҫне ҫивӗчлетет, уххине хытарса, тӗллесе тӑрать, |
| 13 |
| 14 |
| ун валли вилӗм сӑпрайӗ хатӗрлет, ҫӗмренӗсене вутла ҫунтаракан тӑвать. |
| 15 |
| Акӑ йӗркесӗр ҫын тӗрӗсмарлӑх тӗвӗлерӗ, усаллӑхӗпе йывӑр ҫын пек пулчӗ, вара ултав ҫуратрӗ; |
| 16 |
| шӑтӑк алтрӗ, алтса пӗтерчӗ те — хатӗрленӗ шӑтӑкне хӑех кӗрсе ӳкрӗ: |
| 17 |
| унӑн усаллӑхӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, усал ӗҫӗ хӑйӗн лӗпки ҫине ӳкӗ. |
| 18 |
| Ҫӳлхуҫана тӳрӗлӗхне кура аслӑлатӑп, Ҫӳлти Туррӑн ятне мухтаса юрлатӑп. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/007.mp3
150
7