|
| 1 |
|
| Израильшӗн, таса чӗреллисемшӗн Турӑ мӗн тӗрлӗ ырӑ! |
|
| 2 |
|
| Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, — |
|
| 3 |
|
| йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм: |
|
| 4 |
|
| вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ; |
|
| 5 |
|
| вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; |
|
| 7 |
|
| самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; |
|
| 8 |
|
| пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; |
|
| 9 |
|
| ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет. |
|
| 10 |
|
| Ҫапла вӗсем халӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ, курка тулли шыв ӗҫтереҫҫӗ, |
|
| 11 |
|
| ӗнтӗ: «Турӑ епле пӗлтӗр? Ҫӳлти Турӑ пӗлсе тӑрать-и вара?» тееҫҫӗ. |
|
| 12 |
|
| Акӑ ҫав усал ҫынсем ӗмӗрех тулӑх пурӑнаҫҫӗ, мулне хушаҫҫӗ. |
|
| 13 |
|
| [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши, |
|
| 14 |
|
| кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм. |
|
| 15 |
|
| Анчах та эпӗ «ҫапла калаҫам» тенӗ пулсассӑн Санӑн ывӑлусен йӑхӗ умӗнче сутӑнчӑк пулаттӑм. |
|
| 16 |
|
| Эпӗ ҫакна епле ӑнласа илем-ши тесе шухӑшларӑм, анчах Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне кӗриччен, вӗсем мӗнле пӗтессе пӗличчен маншӑн вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ. |
|
| 17 |
|
|
|
| 18 |
|
| Ҫапла-мӗн! Эсӗ вӗсене шуса ӳкмелли ҫул ҫине тӑратнӑ, Эсӗ вӗсене тӗппипе аркататӑн, тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахатӑн. |
|
| 19 |
|
| Вӗсем пӗр самантра ҫука юлчӗҫ, ҫухалчӗҫ, сехри хӑпнипе пӗтрӗҫ! |
|
| 20 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ вӗсен ӗмӗчӗсене, ыйхӑран вӑрансанах сирӗлекен пушӑ тӗлӗк пек, сирсе ярӑн. |
|
| 21 |
|
| Чӗрем вӗресе тӑнӑ чухне, ӑшӑм вӑрканӑ чухне |
|
| 22 |
|
| эпӗ нимӗн те пӗлмен, ӑнласа илеймен; Санӑн умӑнта эпӗ выльӑх пек пулнӑ. |
|
| 23 |
|
| Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле: Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн; |
|
| 24 |
|
| Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн, кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн. |
|
| 25 |
|
| Тӳпере маншӑн кам пултӑр? Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар. |
|
| 26 |
|
| Ӳтӗмпе чӗрем халран кайсассӑн та Турӑ — манӑн чӗремӗн тӗрекӗ, манӑн ӗмӗрлӗх пайӑм. |
|
| 27 |
|
| Акӑ Санран пӑрӑнса каякансем пӗтеҫҫӗ; Эсӗ Хӑвӑнтан ютшӑнакансене пурне те пӗтеретӗн. |
|
| 28 |
|
| Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей! Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те [Сион хӗрӗн хапхи умӗнче] пӗлтерсе тӑрас тесе эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп. |
|
|
|
|