×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 73

1
Эй Турӑҫӑм, мӗншӗн пире яланлӑхах пӑрахрӑн-ши? мӗншӗн Хӑвӑн улӑхӑнти сурӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн-ши?
2
Хӑвӑн авалах суйласа илнӗ ушкӑнна, Хӑвӑн халӑху пулма хӑтарнӑ ӑрӑвна, ҫак Ху вырӑнаҫнӑ Сион тӑвне асна илсемччӗ.
3
Ӗмӗрхи ишӗлчӗксем патне васкасамччӗ: сӑваплӑ вырӑна тӑшман пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗ.
4
Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ;
5
кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ;
6
унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ;
7
Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ;
8
хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
9
Ӗнтӗ хамӑр паллӑмӑрсене курмастпӑр, ӗнтӗ пророк та ҫук, ку хӑҫанччен пырассине пӗлекенни те пирӗн ҫук.
10
Эй Турӑҫӑм, тӑшман хӑҫанччен мӑшкӑл кӑтартӗ-ши? Санӑн ятна вӑл ӗмӗрех хурласа тӑрӗ-ши?
11
Мӗншӗн аллуна, Хӑвӑн сылтӑм аллуна каялла илтӗн-ши? Ӑна хӗвӳнтен кӑлар та — пӗтерсе пӑрах вӗсене.
12
Эсӗ — манӑн Туррӑм, ӗмӗрхи Патшамӑм, ҫӗр ҫинче ҫӑлӑнӑҫ ӗҫне тӑваканӗ!
13
Эсӗ Хӑвӑн вӑюпа тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ, Эсӗ шыв ҫийӗнчи ҫӗленсен пуҫне аркатнӑ;
14
Эсӗ левиафан пуҫне аркатнӑ, ӑна пушхирте [Эфиопире] пурӑнакансенӗн апачӗ тунӑ;
15
Эсӗ чулран ҫӑлкуҫӗ, юхӑм шыв ҫапса кӑларнӑ, Эсӗ ялан юхакан шывсене типӗтсе янӑ.
16
Кун та — Санӑн, каҫ та — Санӑн: уйӑхпа ҫӑлтӑрсене, хӗвеле Эсӗ туса ҫитернӗ;
17
ҫӗрӗн чиккисене Эсӗ кӑтартнӑ, ҫӑва та, хӗле те Эсӗ тунӑ.
18
Асна илсем: тӑшман Ҫӳлхуҫана мӑшкӑллать, ӑссӑр ҫынсем Санӑн ятна хурлаҫҫӗ.
19
Хӑвӑн кӑвакарчӑнун чунне тискер кайӑксене ан парсамччӗ; мӗскӗн халӑхун пурӑнӑҫне яланлӑха ан мансамччӗ.
20
Хӑвӑн халална асна илсемччӗ: ҫӗр ҫинчи пур улах вырӑн та пусмӑр килӗ пулса тӑчӗ.
21
Хурлӑх куракан ҫын намӑс курса ан таврӑнтӑр; мӗскӗн ҫынпа чухӑн ҫын Санӑн ятна мухтаса тӑччӑр.
22
Эй Турӑ, ҫӗклен, Хӑвӑн ӗҫне хӳтӗле, ӑссӑр ҫын Хӑвна куллен мӑшкӑлланине асна ил;
23
тӑшманусем кӑшкӑрашнине, Сана хирӗҫ пӑлханакансем вӗҫсӗр шӑв-шав ҫӗкленине ан манӑҫла. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки