×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 76

1
Идифунӑн юрлакан ушкӑнӗн пуҫлӑхне. Асаф псаломӗ.
2
Сассӑм — Турӑ енне, эпӗ тархаслама тытӑнам; сассӑм — Турӑ енне, Вӑл мана илтӗ.
3
Хурлӑхлӑ кунӑмра Ҫӳлхуҫана шыратӑп; ҫӗрӗпе аллӑмсене ҫӗклесе тӑратӑп, аялалла усмастӑп; чунӑм лӑпланасшӑн мар.
4
Турра аса илетӗп те — чӗтӗретӗп; шухӑшлатӑп та — чунӑм халран каять.
5
Эсӗ мана куҫӑма хупма памастӑн; шалтӑрах кайрӑм, калаҫайми пултӑм.
6
Авалхи кунсем ҫинчен, иртнӗ ӗмӗрсен ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп;
7
ҫӗрле юррӑмсене аса илетӗп, чӗремпе пуплетӗп, ӑстӑнӑм та тӗпчет:
8
Ҫӳлхуҫа яланлӑхах пӑрахрӗ-ши вара, ӗнтӗ малашне кӑмӑл курмӗ-ши пире?
9
Унӑн ырӑлӑхӗ яланлӑхах чарӑнса ларчӗ-ши, Унӑн сыпӑкран сыпӑка пыракан сӑмахӗ татӑлчӗ-ши?
10
Турӑ хӗрхенме манчӗ-ши вара? Ҫилленсе ҫитсе, иксӗлми ырӑлӑхне питӗрсе лартрӗ-ши вара?
11
Ӗнтӗ каларӑм: «Ҫӳлти Туррӑн сылтӑм алли улӑшӑннӑ — манӑн асапӑм ҫакӑ» терӗм.
12
Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене асӑма илем; Санӑн авалхи кӗтретӳсене асӑнам;
13
Санӑн пур ӗҫне те ӑнласа илме тӑрӑшам, Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлам.
14
Эй Турӑ! Санӑн ҫулу сӑваплӑ. Пирӗн Турӑ пек аслӑ Турӑ кам пултӑр?
15
Эсӗ — кӗтретсем тӑвакан Турӑ; Эсӗ халӑхсем хушшинче Хӑвӑн вӑй-хӑватна кӑтартнӑ;
16
Эсӗ хӑватупа Хӑвӑн халӑхна, Иаковпа Иосиф ывӑлӗсене, хӑтарнӑ.
17
Шывсем Сана курнӑ та, эй Турӑ, шывсем Сана курнӑ та хӑраса кайнӑ, тӗпсӗр авӑрсем сехӗрленсе ӳкнӗ.
18
Пӗлӗтсем шыв юхтарнӑ, хура пӗлӗтсем аслати авӑттарнӑ, Санӑн ҫӗмренӳсем вӗҫсе ҫӳренӗ.
19
Аслатийӳ сасси ҫавра тӳпере кӗрленӗ; тӗнчене ҫиҫӗм ҫутатнӑ; ҫӗр кисреннӗ, силленнӗ.
20
Санӑн ҫулу — тинӗс ҫинче, Санӑн сукмаку — аслӑ шывсем ҫинче, Санӑн йӗрӳсене пӗлме ҫук.
21
Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, кӗтӗве ертсе пынӑ пек, Моисейпе Аарон аллипе ертсе пынӑ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки