×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 77

1
Эй халӑхӑм, манӑн саккуна тӑнла, чӗлхе-ҫӑварӑм каланӑ сӑмахсене хӑлхӑра тайса итлӗр.
2
Чӗлхе-ҫӑварӑм юптарса пӗлтерӗ, авалхи ытарӑшсене каласа кӑтартӑп.
3
Хамӑр мӗн илтнине, мӗн пӗлнине, аттемӗрсем хамӑра каласа хӑварнине
4
вӗсен ачисенчен пытарса тӑмӑпӑр, килес ӑрӑва Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫинчен, Унӑн вӑй-хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл пултарнӑ кӗтретсем ҫинчен каласа парӑпӑр.
5
Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ:
6
ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ:
7
Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр,
8
хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.
9
Кӑрал тытнӑ, ухӑпа перекен Ефрем ывӑлӗсем ҫапӑҫу куннех каялла тарнӑ:
10
вӗсем Турӑ халалне асра тытман, Унӑн саккунӗпе ҫӳресшӗн пулман;
11
Унӑн ӗҫӗсене, Вӑл кӑтартнӑ кӗтретсене манӑҫланӑ.
12
Вӑл вӗсен ашшӗсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнче, Цоан хирӗнче, кӗтретсем пултарнӑ:
13
тинӗсе икӗ енне уйӑрса, вӗсене ун урлӑ каҫарнӑ, шыва хӳме пек тӑратнӑ;
14
вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн ертсе пынӑ;
15
пушхирте чула ҫапса шыв кӑларнӑ, вӗсене тӗпсӗр юханшывран ӗҫтернӗ пек ӗҫтернӗ;
16
чул туран юхӑмсем кӑларнӑ, шыв ҫырма пек юхса аннӑ.
17
Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман:
18
хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ,
19
Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.
20
Акӑ Вӑл чула ҫапнӑ та — шыв тапса тухнӑ, ҫырмасем пулса юхнӑ. «Вӑл Хӑй халӑхне ҫӑкӑр та пама пултараять-ши, ун валли аш хатӗрлеме пултараять-ши?»
21
Ҫӳлхуҫа ҫакна илтнӗ те — ҫилли тулса ҫитнӗ, вара Иаков ҫине вут-ҫулӑм тухнӑ, Израиль ҫине ҫилӗ ҫитнӗ,
22
мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турра ӗненмен, Вӑл ҫӑласса шанман.
23
Вӑл ҫӳлти пӗлӗтсене хушнӑ та тӳпе алӑкӗсене уҫнӑ —
24
вӗсем ҫине апат валли манна ҫутарнӑ, вӗсене тӳпе ҫӑкӑрӗ панӑ.
25
Этем ангелсен ҫӑкӑрне ҫинӗ; Вӑл вӗсем валли тӑранмалӑхах апат антарнӑ.
26
Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ,
27
вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ:
28
ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ,
29
вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.
30
Анчах вӗсен кӑмӑлӗ туличченех, апачӗ ҫӑварӗнче чухнех
31
вӗсене Турӑ ҫилли ҫитнӗ, Израилӗн паттӑр ывӑлӗсене тата яш ачисене вӗлерсе тӑкнӑ.
32
Ҫакна курса та вӗсем ҫылӑх тума пӑрахман, Унӑн кӗтречӗсене ӗненмен.
33
Вара Вӑл вӗсен кунӗсене ҫил варкӑшӗ пек ирттерсе янӑ, шуйхатса вӗсен кунҫулне вӗҫленӗ.
34
Вӑл хӑйсене вӗлернӗ чухне вӗсем Ӑна шыранӑ, Ун енне ҫаврӑннӑ, Ӑна тупасшӑн пулнӑ,
35
хӑйсенӗн хӳтлӗхӗ Турӑ иккенне, хӑйсене Хӑтараканӗ Ҫӳлти Турӑ иккенне асне илнӗ,
36
Унӑн умӗнче йӑпӑлтатса калаҫнӑ, Унӑн умӗнче чӗлхипе суеҫтернӗ;
37
вӗсенӗн чӗри Унӑн умӗнче тӳрӗ пулман, вӗсем Унӑн халалне уяман.
38
Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман:
39
Вӑл вӗсем ӳт иккенне, сывлан сывлӑш — пӗр кайсан каялла килмен сывлӑш — иккенне астуса тӑнӑ.
40
Вӗсем Ӑна пушхирте миҫе хутчен хирӗҫ тӑнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗрте мӗн чухлӗ ҫиллентернӗ!
41
Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ,
42
Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман:
43
Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ;
44
вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ;
45
вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ;
46
вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ;
47
иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ;
48
выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ;
49
вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ;
50
Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ;
51
Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ;
52
Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ;
53
вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ;
54
вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ;
55
вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
56
Вӗсем вара каллех Ҫӳлти Турра сӑнанӑ, хирӗҫ тӑнӑ, Вӑл панӑ йӗркесене уяман;
57
хӑйсен ашшӗсем пек, Ӑна пӑрахнӑ, Унран сивӗннӗ, йӑнӑш яракан ҫӗмрен пек, каялла кайнӑ;
58
Ӑна хӑйсен тӳпем вырӑнӗсемпе кӳрентернӗ, Ӑна хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ҫиллентернӗ.
59
Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ;
60
вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ;
61
Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ,
62
Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.
63
Унӑн ҫитӗннӗ ывӑлӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, унӑн хӗрӗсемшӗн туй юрри юрламан;
64
унӑн священникӗсем хӗҫ айне пулса ӳкнӗ, унӑн тӑлӑх арӑмӗсене макӑрма та паман.
65
Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та
66
унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ;
67
Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен,
68
Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.
69
Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртне тӳпе пек тунӑ, ӑна ҫӗр пек ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ лартнӑ,
70
Давида, Хӑйӗн чурине, суйласа илнӗ, ӑна сурӑх карти патӗнчен,
71
сӑвакан выльӑх патӗнчен Хӑйӗн халӑхне Иакова, Хӑйӗн еткерне Израиле кӗтсе ҫӳреме илсе килнӗ.
72
Вӑл вара вӗсене таса чӗрепе кӗтсе, ӑстайлӑ аллипе ертсе ҫӳренӗ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки