|
| 1 |
|
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошанним-Эдуф теекен сӑпрайпа. Асаф псаломӗ. |
|
| 2 |
|
| Эй Израиль Кӗтӳҫи! тӑнласамччӗ; Иосифа сурӑхсене ҫӳретнӗ пек ҫӳретекен, Херувимсем ҫинче ларакан, Хӑвна кӑтартсамччӗ. |
|
| 3 |
|
| Ефрем умӗнче, Вениаминпа Манассия умӗнче Хӑвӑн вӑйна кӑларсамччӗ, пире ҫӑлма килсемччӗ. |
|
| 4 |
|
| Эй Турӑҫӑм! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр! |
|
| 5 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! Хӑвӑн халӑху кӗлтунӑ чухне хӑҫанччен ҫилленсе тӑрӑн-ши? |
|
| 6 |
|
| Эсӗ вӗсене пысӑк виҫепех куҫҫулӗ ҫӑкӑрӗпе тӑрантартӑн, вӗсене пысӑк виҫепех куҫҫулӗ ӗҫтертӗн, |
|
| 7 |
|
| пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, тӑшманӑмӑрсем пирӗнтен кулаҫҫӗ. |
|
| 8 |
|
| Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр! |
|
| 9 |
|
| Эсӗ Египетран иҫӗм йывӑҫӗ куҫарса килтӗн, халӑхсене хӑваласа ярса, ӑна вӗсен вырӑнне лартрӑн; |
|
| 10 |
|
| ун валли вырӑн тасатрӑн, тымарне ҫирӗплетрӗн, вӑл вара пӗтӗм ҫӗре сарӑлчӗ. |
|
| 11 |
|
| Унӑн ӗмӗлки тусене хупласа илчӗ, турачӗсем, сарӑлса, Турӑ кедрӗсене хупларӗҫ; |
|
| 12 |
|
| турачӗсене вӑл тинӗс хӗрринех, хунавӗсене юханшыв хӗрринех ҫитерчӗ. |
|
| 13 |
|
| Мӗншӗн Эсӗ унӑн картине ҫӗмӗрсе тӑкрӑн? халӗ ӑна пур иртен-ҫӳрен тата-тата каять. |
|
| 14 |
|
| Ӑна вӑрман сысни те тӑрмалать, ӑна хирти тискер кайӑк та кӑшлать. |
|
| 15 |
|
| Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ: |
|
| 16 |
|
| Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ. |
|
| 17 |
|
| Вӑл вут-ҫулӑмпа вӗтеленнӗ, касӑлса пӗтнӗ; Санӑн вӑраха кайнӑ ҫиллӳпе пӗтсех ларӗҫ. |
|
| 18 |
|
| Санӑн аллу сылтӑм аллу енче тӑракан ар ҫинче — Ху валли тӗреклентернӗ этем ывӑлӗ ҫинче — пултӑр, |
|
| 19 |
|
| эпир Санран уйӑрӑлса каймӑпӑр; чӗртсем пире, эпир Санӑн ятна асӑнсах тӑрӑпӑр. |
|
| 20 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! пире ҫӗнӗрен ҫӗклесемччӗ; Санӑн сӑну ҫутӑлса кайтӑр, вара ҫӑлӑнӑпӑр! |
|
|
|
|