БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Геф хулинче калакан сӑпрайпа. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр! Санӑн яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче епле аслӑ! Санӑн мухтавлӑху тӳперен те ҫӳллӗ! |
| 3 |
| Хӑвӑн тӑшманусемшӗн — тӑшмана, тавӑракана чӗнейми тумашкӑн — Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла тунӑ. |
| 4 |
| Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та — |
| 5 |
| ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн, мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн. |
| 6 |
| Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ; |
| 7 |
| Хӑвӑн аллу мӗн пултарнӑ, ӑна ҫавӑн патши туса хунӑ; пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ: |
| 8 |
| пӗтӗм сурӑхне, вӑкӑрне, хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене те, |
| 9 |
| вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, тинӗс ҫулӗпе ҫӳрекеннисене те — пӗтӗмпе ӑна пӑхӑнтарнӑ. |
| 10 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр! Санӑн яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче епле аслӑ! Мухтав: |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/008.mp3
150
8