×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 82

1
Юрӑ. Асаф псаломӗ.
2
Эй Турӑҫӑм! Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ:
3
акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ;
4
Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ;
5
ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.
6
Пӗр шухӑшлӑ пулса пӗр канаша килчӗҫ, Сана хирӗҫ сӑмах татрӗҫ:
7
вӗсем — Эдом халӑхӗпе Измаил ҫыннисем, Моав тата Агарь ҫыннисем,
8
Гевал, Аммон, Амалик, филистимсемпе Тир ҫыннисем.
9
Ассур та вӗсен ҫумне хутшӑнчӗ: вара вӗсем Лот ывӑлӗсен хевти пулчӗҫ.
10
Вӗсене Мадиана мӗн тунине, Сисарӑна тата Киссон юхӑмӗ хӗрринче Иавина мӗн тунине ту:
11
ҫавсене Ен-Дорта аркатнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫӗр валли тислӗк пулса тӑнӑ.
12
Вӗсене, вӗсенӗн ҫулпуҫӗсене, Орива тата Зива мӗн кӑтартнине кӑтарт, вӗсен пӗтӗм ҫулпуҫне Зевее тата Салмана мӗн кӑтартнине кӑтарт,
13
ҫавсем те: «Туррӑн ялӗ-хулисене хамӑр алла илер» тесе мухтаннӑ.
14
Эй Туррӑм! Вӗсем ҫавраҫил ӑшӗнчи хумхах пек, ҫил умӗнчи улӑм пек пулччӑр.
15
Вӑрмана вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ пек, тусене ҫулӑм вӗтеленӗ пек,
16
вӗсене Хӑвӑн тӑвӑлупа хӑвала, Хӑвӑн ҫавраҫилӳпе шуйхантар;
17
эй Ҫӳлхуҫа, вӗсен питне намӑспа хупла, вӗсем Санӑн ятна шыраччӑр!
18
Вӗсем намӑсланччӑр, ӗмӗрлӗхе сехӗрленсе ӳкчӗр, хур пулччӑр, ҫухалччӑр,
19
пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки