БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн ҫӗрне хӗрхентӗн, Иаков шӑпине улӑштартӑн; |
| 3 |
| Хӑвӑн халӑхун йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫартӑн, унӑн пӗтӗм ҫылӑхне манӑҫларӑн, |
| 4 |
| Хӑвӑн пӗтӗм хаярлӑхна пусартӑн, Хӑвӑн тискер ҫиллӳне сирсе ятӑн. |
| 5 |
| Эй ҫӑлакан Туррӑмӑр, пире ҫӗнӗрен ҫӗклесем, ӗнтӗ пире тарӑхма чарӑнсам. |
| 6 |
| Пире ӗмӗрех ҫилленсе тӑрӑн-ши вара, ҫиллӳне сыпӑкран сыпӑках тӑсӑн-ши вара? |
| 7 |
| Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑншӑн савӑнтармашкӑн пире ҫӗнӗрен чӗртмӗн-ши вара? |
| 8 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ пире, ҫӑлӑнӑҫна парсамччӗ пире. |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ мӗн каланине итлем-ха. Вӑл Хӑйӗн халӑхне, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӑнӑҫлӑх сунӗ, анчах вӗсем каллех ан ӑссӑрланччӑр тейӗ. |
| 10 |
| Чӑнах, Унран хӑракансемшӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫывӑхрах, апла Унӑн мухтавлӑхӗ пирӗн ҫӗр ҫинчех. |
| 11 |
| Ырӑлӑхпа чӑнлӑх тӗл пулчӗҫ, тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх пӗр-пӗрне чуптурӗҫ; |
| 12 |
| ҫӗртен чӑнлӑх тухрӗ, тӳперен тӳрӗлӗх анчӗ; |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх парӗ, пирӗн ҫӗр те хӑй ҫимӗҫне ӳстерӗ; |
| 14 |
| Унӑн умӗнчен тӳрӗлӗх пырӗ, Унӑн утӑмӗсем валли ҫул хывӗ. Мухтав: |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/084.mp3
150
84