БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӑлхуна тайсам, илтсем мана: эпӗ чухӑн, мӗскӗн ҫын. |
| 2 |
| Манӑн чунӑма сыхласам, эпӗ Сан умӑнта хисеплесе-хӑраса тӑратӑп; эй Туррӑм, Хӑвӑн чуруна, Хӑвна шанса тӑраканскерне, ҫӑлсамччӗ. |
| 3 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: кулленех Сана тархаслатӑп. |
| 4 |
| Хӑвӑн чурун чунне савӑнтар, эй Ҫӳлхуҫа, чунӑмпа Сан енне ҫӗкленетӗп: |
| 5 |
| эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, нумай ырӑлӑхлӑ. |
| 6 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, йӑлӑнакан сассӑма тӑнласам. |
| 7 |
| Хурлӑхлӑ кунӑмра Сана тархаслатӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана илтетӗн. |
| 8 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, турӑсем хушшинче Сан евӗрли ҫук, Санӑн ӗҫӳсем пек ӗҫсем те ҫук. |
| 9 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пултарнӑ халӑхсем пурте килӗҫ те Сан умна ӳксе пуҫҫапӗҫ, Санӑн ятна мухтавлӗҫ: |
| 10 |
| Эсӗ аслӑ, Эсӗ кӗтретсем тӑватӑн, эй Турӑҫӑм, Эсӗ — пӗртен-пӗр Турӑ. |
| 11 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем; чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет. |
| 12 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам: |
| 13 |
| Эсӗ мана пысӑк ырӑлӑх кӳтӗн: манӑн чунӑма ҫӗр тӗпӗнчи тамӑкран хӑтартӑн. |
| 14 |
| Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ. |
| 15 |
| Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ — |
| 16 |
| ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ; |
| 17 |
| мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/085.mp3
150
85