×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 86

1
Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом. Юрӑ.
2
Унӑн никӗсӗ — сӑваплӑ тусем ҫинче. Ҫӳлхуҫа Сион хапхине Иаковӑн пур хулинчен те ытларах юратать.
3
Эй Турӑ хули, сан ҫинчен ырӑран ырӑ калаҫҫӗ!
4
Мана пӗлекенсене Раава тата Вавилона аса илтерӗп; акӑ филистимсем, Тир та, Эфиопи те: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тейӗҫ.
5
Сион ҫинчен вара: «унта ҫав-ҫав ар ҫуралнӑ, ӑна Ҫӳлти Турӑ Хӑй тӗреклентернӗ» тейӗҫ.
6
Ҫӳлхуҫа халӑхсен йышне шута илнӗ чухне: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тесе ҫырса хурӗ.
7
Юрлаканнисем те, кӗвӗ калаканнисем те: «манӑн мӗнпур ҫӑлкуҫӑм — санра» тейӗҫ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки