|
| 1 |
|
| Юрӑ. Псалом. Корей ывӑлӗсенӗн. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне, юрламашкӑн, Махалаф. Зерах йӑхӗнчи Еман вӗрентсе калани. |
|
| 2 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, мана ҫӑлакан Туррӑм! кунӗпе Сана тархаслатӑп, ҫӗрле те — Сан умӑнтах: |
|
| 3 |
|
| манӑн кӗллӗм Сан умна ҫитинччӗ; эпӗ тархасланине хӑлхуна тайса итлесемччӗ: |
|
| 4 |
|
| ӗнтӗ чунӑм хӗн-асап курса тӑранчӗ, пурӑнӑҫӑм тамӑк патнех ҫывӑхарчӗ. |
|
| 5 |
|
| Эпӗ ҫӗре кӗрекенсемпе танлашрӑм; халсӑр ҫын пек тӑрса юлтӑм, |
|
| 6 |
|
| вилнисем хушшине пӑрахнӑскер, вӗлерсе пӑрахнӑ, тупӑкра выртакан ҫын евӗрлӗ пултӑм — ӗнтӗ Эсӗ вӗсене асна та илместӗн, Эсӗ вӗсене аллупа тӗртсе ятӑн. |
|
| 7 |
|
| Эсӗ мана тамӑк тӗпне, сӗмлӗхе, тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахрӑн. |
|
| 8 |
|
| Мана Санӑн хаярлӑху пусса тӑрать, Эсӗ [мана] пӗтӗм хумупа ҫапса ӳкертӗн. |
|
| 9 |
|
| Манран пӗлӗшӗмсене сивӗтрӗн, вӗсене манран йӗрӗнмелле турӑн; мана хупса лартнӑ — ӗнтӗ тухаймастӑп. |
|
| 10 |
|
| Хӗн-асапа пула куҫӑм вӑйӗ пӗтрӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кунӗпех тархасларӑм, аллӑмсене Сан еннелле ҫӗклесе тӑтӑм. |
|
| 11 |
|
| Эсӗ вилнисемшӗн кӗтрет тӑвӑн-и? Вилнисем тӑрӗҫ те Сана мухтавлӗҫ-и? |
|
| 12 |
|
| е тупӑкра Санӑн ырӑлӑху ҫинчен, ҫӗрекен ҫӗрте Санӑн чӑнлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ-и? |
|
| 13 |
|
| сӗмлӗхре Санӑн кӗтретӳсене мӗнле курайӑн? манӑҫ ҫӗрӗнче Санӑн тӳрӗлӗхне мӗнле пӗлейӗн? |
|
| 14 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана тархаслатӑп, манӑн кӗллӗм ир-ирех Санӑн умна пырӗ. |
|
| 15 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн манӑн чунӑмран пӑрӑнатӑн-ши, Хӑвӑн сӑнна мӗншӗн манран тӳртӗн тытатӑн-ши? |
|
| 16 |
|
| Эпӗ ҫамрӑкранпах телейсӗр, ҫамрӑкранпах асапланатӑп; Санӑн сехметӳсене тӳсетӗп, халран каятӑп. |
|
| 17 |
|
| Санӑн хаярлӑху ман ҫийӗмренех иртрӗ, Эсӗ хӑратни мана пӗтерсех хучӗ, |
|
| 18 |
|
| мана кулленех шыв пек ҫавӑрса илеҫҫӗ: пӗрле пухӑнса хупӑрлаҫҫӗ. |
|
| 19 |
|
| Эсӗ манран тусӑма, варлӑ ҫыннӑма сивӗтрӗн; пӗлӗшӗмсем те курӑнмаҫҫӗ. Вӗсем вырӑнне — сӗмлӗх ҫеҫ. Мухтав: |
|
|
|
|