×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 89

1
Моисейӗн, Турӑ ҫыннийӗн, кӗлли. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр.
2
Эсӗ тусем ҫураличченех, Ху ҫӗрпе тӗнчене пултаричченех пулнӑ, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ.
3
Эсӗ этеме каллех тӑпра тӑватӑн: «этем ывӑлӗсем, каялла таврӑнӑр!» тетӗн.
4
Санӑн куҫу умӗнче пин ҫул та — иртсе кайнӑ ӗнерхи кун евӗр анчах, ҫӗрлехи темиҫе сехет евӗр анчах.
5
Эсӗ вӗсене шывпа юхтарнӑ пек илсе каятӑн; вӗсем — тӗлӗк пек, курӑк пек: ирпеле ӳсекен,
6
ирхине ҫеҫке ҫурса ешерсе ларакан, каҫпа хуҫӑлса анса хӑрӑнакан курӑк пек:
7
эпир ҫапла Санӑн ҫиллӳпе ҫухалатпӑр, Санӑн хаярлӑхупа шуйханатпӑр.
8
Пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене Эсӗ Хӑв умӑнта тытатӑн, пирӗн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑла Хӑвӑн сӑну ҫутинче куратӑн.
9
Пирӗн пур кун та Санӑн ҫиллӳне курса иртрӗ; пирӗн кунҫул хаш сывлам пек ҫухалать.
10
Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр.
11
Санран хӑраса, Санӑн ҫиллӳ хӑватне, Санӑн хаярлӑхна кам пӗлсе ҫитерӗ?
12
Хамӑр чӗрене ӑслӑлантармашкӑн хамӑр кунсене мӗнле шутласа пымаллине вӗрент пире.
13
Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнсам! Хӑҫанччен-ши? Хӑвӑн чурусене хӗрхенсем.
14
Ырӑлӑхупа ирех тӑрантарсам пире, эпир вара ӗмӗр тӑршшӗпе савӑнӑпӑр, хӗпӗртенӗпӗр.
15
Хӑв асап кӑтартнӑ кунсем вырӑнне, хамӑр хӗн-хур тӳснӗ ҫулсем вырӑнне савӑнтар пире.
16
Хӑвӑн чурусем ҫинче Санӑн ӗҫӳ, вӗсен ывӑлӗсем ҫинче Санӑн мухтавлӑху курӑнтӑр;
17
Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӑмӑллатӑр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтарса пыр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтар.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки