|
| 1 |
|
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Лабен вилсессӗн. Давид псаломӗ. |
|
| 2 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, Сана пӗтӗм чунтан-вартан аслӑлам, Санӑн пур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем. |
|
| 3 |
|
| Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн, Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн, эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп: |
|
| 4 |
|
|
|
| 5 |
|
| Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн; тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн. |
|
| 6 |
|
| Эсӗ халӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн, усал ҫынна пӗтертӗн, вӗсенӗн ятне ӗмӗр-ӗмӗре ҫухатрӑн. |
|
| 7 |
|
| Тӑшманӑн кӑралӗ те юлмарӗ, Эсӗ хулисене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн; хӑйсемпе пӗрле вӗсен ячӗ те пӗтрӗ. |
|
| 8 |
|
| Ҫӳлхуҫа Вӑл ӗмӗрех тӑрать; сут тумашкӑн Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне хатӗрленӗ, |
|
| 9 |
|
| тӗнчене Вӑл тӗрӗс сут тӑвӗ, халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ. |
|
| 10 |
|
| Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; |
|
| 11 |
|
| Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн. |
|
| 12 |
|
| Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр: |
|
| 13 |
|
| Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать, пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть. |
|
| 14 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсемччӗ мана; хама курайманнисенчен эпӗ епле асап тӳснине курсамччӗ, — Хӑвӑн пур мухтавлӑ ӗҫӳ ҫинчен Сион хӗрӗн хапхи умӗнче пӗлтермешкӗн Эсӗ мана вилӗм хапхинчен кӑлартӑн: ӗнтӗ Эсӗ ҫӑлнӑшӑн савӑнам. |
|
| 15 |
|
|
|
| 16 |
|
| Халӑхсем хӑйсем алтнӑ шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗҫ; вӑрттӑн карса хунӑ танатисенчен хӑйсен урисемех ҫыхланчӗҫ. |
|
| 17 |
|
| Ҫӳлхуҫана Вӑл тунӑ сутран пӗлчӗҫ; усал ҫын хӑйӗн алли ӗҫӗсемпе ҫакланчӗ. |
|
| 18 |
|
| Усал ҫынсем, Турра манса пурӑнакан халӑхсем пурте тамӑка кайччӑр. |
|
| 19 |
|
| Кӗлмӗҫ ӗмӗрлӗхех манӑҫа юлмӗ, мӗскӗнсен шанӑҫӗ яланлӑхах ҫухалмӗ. |
|
| 20 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫӗклен, этем ан ҫӗнтерейтӗр, халӑхсем Санӑн умна сута тӑччӑр. |
|
| 21 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӑрат вӗсене; пӗлччӗр халӑхсем хӑйсем этем ҫеҫ иккенне. |
|
| 22 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн аякра тӑратӑн-ши, асап тӳснӗ чухне мӗншӗн пире курӑнмастӑн-ши? |
|
| 23 |
|
| Усал ҫын мӑнаҫланса мӗскӗне хӗсӗрлет: вӗсем хӑйсем шухӑшласа тупнӑ чее мелӗсемпе ҫыхланччӑр. |
|
| 24 |
|
| Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать; мула савакан хӑйне юраса пурӑнать. |
|
| 25 |
|
| Усал ҫын хӑйне асла хывса Ҫӳлхуҫана сума сумасть: «айӑпламӗ» тет; ӑшӗнче яланах: «Турӑ ҫук!» тет. |
|
| 26 |
|
| Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; |
|
| 27 |
|
| хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; |
|
| 28 |
|
| ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; |
|
| 29 |
|
| вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; |
|
| 30 |
|
| йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; |
|
| 31 |
|
| лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; |
|
| 32 |
|
| хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет. |
|
| 33 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, ҫӗклен, аллуна ҫӗкле, [Хӑвӑн] мӗскӗн ҫыннусене [йӑлтах] ан манӑҫла. |
|
| 34 |
|
| Мӗншӗн усал ҫын хӑй ӑшӗнче: «Эсӗ шыраса илмӗн-ха!» тесе, Турра сума сумасть-ши? |
|
| 35 |
|
| Куратӑн-ҫке: Хӑвӑн аллупа тавӑрмашкӑн Эсӗ этем асапне те, ӑна пусмӑрланине те пӑхса тӑратӑн. Мӗскӗн хӑйне Сан аллуна парать; Эсӗ тӑлӑха пулӑшатӑн. |
|
| 36 |
|
| Йӗркесӗр ҫыннӑн, усал ҫыннӑн вӑй-хӑватне аркат: унӑн усал ӗҫне шырасассӑн та тупаймалла ан пултӑр. |
|
| 37 |
|
| Ҫӳлхуҫа — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе Патша, Унӑн ҫӗрӗнчен суя тӗнлисем ҫухалӗҫ. |
|
| 38 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ йӑвашшисем мӗн ыйтнине илтетӗн; вӗсен чӗрисене тӗрек пар; Хӑвӑн сутупа тӑлӑха, хӗн куракана хӳтӗлемешкӗн хӑлхуна уҫ — тӑпраран пулнӑ этем малашне хӑратса ан пурӑнайтӑр. |
|
| 39 |
|
|
|
|
|
|