×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 90

1
Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать,
2
Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!»
3
Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ,
4
сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
5
Ҫӗрлехи сехметрен те, кӑнтӑрла вӗҫсе килекен ҫӗмренрен те,
6
сӗмлӗхре ҫӳрекен чиртен те, кӑнтӑр варринче хирекен муртан та хӑрамӑн.
7
Санӑн тавра пинӗпе ӳкӗҫ, санӑн сылтӑм енне вунӑ пинӗпе ӳкӗҫ; ҫавах сан патна ҫывӑхараймӗ:
8
эсӗ куҫупа анчах пӑхса тӑрӑн, усал ҫынсене тавӑрнине курса тӑрӑн.
9
Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн;
10
сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ:
11
Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ:
12
урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ;
13
аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.
14
«Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна.
15
Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп,
16
тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп». Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки