×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 91

1
Псалом. Шӑматкун юрламалли юрӑ.
2
Эй Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑламашкӑн, Санӑн ятна мухтаса юрламашкӑн — ырӑ,
3
ирхине — Санӑн ырӑлӑхна, ҫӗрле Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе
4
вунӑ хӗлӗхлине тата псалтирь каласа, кӗсле каласа юрламашкӑн — ырӑ.
5
Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Ху мӗн пултарнипе савӑнтартӑн: эпӗ Санӑн аллу ӗҫӗсемшӗн хӗпӗртетӗп.
6
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем мӗнле аслӑ! Санӑн шухӑшусем епле калама ҫук тарӑн!
7
Ӑна ӑссӑр ҫын пӗлеймест, ӑнсӑр ҫын ӑнласа илеймест.
8
Ҫылӑхлӑ ҫынсем курӑк пек ӗрчеҫҫӗ пулин те, усал ӗҫ тӑвакансем чечекленеҫҫӗ пулин те, кайран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе ҫухалаҫҫӗ.
9
Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, ӗмӗрех аслӑ!
10
Эй Ҫӳлхуҫа, акӑ Санӑн тӑшманусем, акӑ Санӑн тӑшманусем пӗтеҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансем пурте саланаҫҫӗ;
11
манӑн мӑйракана вара Эсӗ хир вӑкӑрӗн мӑйраки пек ҫӗклентеретӗн, мана чи паха ҫу сӗртӗн;
12
куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӗр шиксӗр пӑхать, хӑлхам хама тапӑнакан усал ҫынсем ҫинчен илтет.
13
Тӳрӗ ҫын пальма йывӑҫӗ пек ӳсет, хунав ярать, Ливан тӑвӗ ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек ҫӳле ҫӗкленет.
14
Вӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартнӑскерсем, Туррӑмӑр картишӗсенче чечек сарса лараҫҫӗ;
15
Ҫӳлхуҫа тӳрӗ пулнине, Вӑл манӑн тӗрекӗм пулнине, Унӑн тӗрӗс марри ҫуккине пӗлтерсе, вӗсем ватлӑхра та ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ, вӗсем сӗтеклӗ те ешӗл.
16
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки