БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа патшара ларать; Вӑл аслӑлӑх тӑхӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӑй-хӑват тӑхӑннӑ, пилӗкне ҫыхнӑ: ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ, вӑл хускалмӗ. |
| 2 |
| Санӑн аслӑ пукану ӗлӗкренех тӗреклӗ тӑрать: Эсӗ ӗмӗртен малтанах пур. |
| 3 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, шывсем ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хӑйсен сассине ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хумӗсене ҫӗклеҫҫӗ. |
| 4 |
| Анчах йышлӑ шывсен шавӗнчен те, тинӗссен вӑйлӑ хумӗнчен те вӑйлӑрах ҫӳлти Турӑ. |
| 5 |
| Эсӗ пӗлтерни — чӑнах та шанчӑклӑ. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн Ҫурту ӗмӗрех сӑваплӑ тӑрӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/092.mp3
150
92