БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑлӑр, Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр; |
| 3 |
| халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр: |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ. |
| 5 |
| Халӑхсенӗн туррисем пурте — йӗрӗх, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ. |
| 6 |
| Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем. |
| 7 |
| Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем; |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр, парнӗрсене илӗр те Унӑн картишӗсене кӗрӗр; |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ сӑваплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр. Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑр! |
| 10 |
| Калӑр халӑхсене: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ тӑрать, вӑл хускалмӗ. Вӑл халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ. |
| 11 |
| Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр; тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр; хир те, унта мӗн пурри те пурте савӑнччӑр, вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр: килет, ҫӗре сут тума килет. Вӑл тӗнчене тӳрӗлӗхпе сут тӑвӗ, халӑхсене чӑнлӑхӗпе сут тӑвӗ. |
| 12 |
| 13 |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/095.mp3
150
95