×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 96

1
Ҫӳлхуҫа патшара ларать: ҫӗр савӑнтӑр; нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр.
2
Унӑн тавра — хура пӗлӗт те сӗмлӗх; Ун аслӑ пуканӗн никӗсӗ — тӳрӗлӗх те сут.
3
Ун умӗнчен вут-ҫулӑм пырать, йӗри-тавра Унӑн тӑшманӗсене вӗтелет.
4
Унӑн ҫиҫӗмӗсем тӗнчене ҫутатаҫҫӗ; ҫӗр ҫавна курса чӗтӗресе тӑрать.
5
Ҫӳлхуҫа умӗнче, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче, тусем ӑвӑс пек ирӗлеҫҫӗ.
6
Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерет, халӑхсем пурте Унӑн мухтавлӑхне курса тӑраҫҫӗ.
7
Кӗлеткесене пуҫҫапакансем, йӗрӗхсемпе мухтанакансем пурте намӑсланччӑр. Эй турӑсем, пурте Ӑна пуҫҫапӑр.
8
Эй Ҫӳлхуҫа, Сион илтсе савӑнса тӑрать, Иуда хӗрӗсем те Санӑн тӳрӗ сутусемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ:
9
Эсӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пур турӑран та аслӑ.
10
Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр! Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать.
11
Тӳрӗ ҫынна ҫутӑ ҫутатса тӑрать, таса чӗреллисене савӑнӑҫ ҫутатать.
12
Эй таса ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки