БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр: Вӑл кӗтретсем пултарчӗ. Сылтӑм аллийӗ, таса вӑй-хӑвачӗ ҫӗнтерӳ Ӑна кӳчӗ. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫӑлнине кӑтартрӗ, халӑхсем умӗнче Хӑйӗн тӳрӗлӗхне пӗлтерчӗ. |
| 3 |
| Вӑл Хӑйӗн [Иакова] кӑтартас ырӑлӑхне, Израиль килне пӗлтерес тӳрӗлӗхне асне илчӗ. Пирӗн Турӑ ҫӑлнине тӗнченӗн пур вӗҫӗ-хӗррийӗ курчӗ. |
| 4 |
| Эй ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр; хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, савӑнӑр, хӗпӗртӗр, юрлӑр; |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа мухтӑр, кӗсле каласа, псалом юрласа мухтавлӑр; |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа Патша умӗнче трупа кӑшкӑртса, мӑйрака кӑшкӑртса хавасланӑр. |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫа умӗнче тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканнисем те пурте кӗрлеччӗр; |
| 8 |
| ҫырмасем алӑ ҫупчӑр, вӗсемпе пӗрле тусем те савӑнччӑр: |
| 9 |
| мӗншӗн тесессӗн Вӑл тӗнчене сут тума килет. Вӑл тӗнчене тӳррипе сут тӑвӗ, халӑхсене тӗрӗс сут тӑвӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/097.mp3
150
97