×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 99

1
Эй пӗтӗм тӗнче, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр!
2
Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр; Унӑн умне юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра пырӑр!
3
Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине, эпир Унӑн иккенне, Унӑн халӑхӗ, Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи сурӑхсем иккенне пӗлсе ҫитӗр.
4
Унӑн хапхинчен Ӑна аслӑласа кӗрӗр, Унӑн картишне мухтав юрри юрласа кӗрӗр. Ӑна аслӑлӑр, Унӑн ятне мухтавлӑр:
5
Ҫӳлхуҫа — ырӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе, Унӑн шанчӑклӑхӗ — сыпӑкран сыпӑка.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки