вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ;
Моисей каланӑ: вара санӑн ҫак чурусем пурте ман патӑма пырӗҫ те мана пуҫҫапса калӗҫ: эсӗ хӑв та, эсӗ ертсе пыракан [хӑвӑн] халӑху та — пурте тухса кайӑр, тейӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тухӑп та эпӗ, тенӗ. [Моисей] вара фараон патӗнчен тарӑхса тухса кайнӑ.