|
| 1 |
|
| Ӗнтӗ Елимран тапранса тухнӑ, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Елимпа Синай хушшинчи Син пушхирне ҫитнӗ. |
|
| 2 |
|
| Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ, |
|
| 3 |
|
| Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ. |
|
| 4 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем; |
|
| 5 |
|
| улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр, |
|
| 7 |
|
| ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ. |
|
| 11 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
|
| 12 |
|
| Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Каҫхине путене вӗҫсе тулса тапӑра хупласа илнӗ, ир тӗлне тапӑр тавра сывлӑм ӳкнӗ; |
|
| 14 |
|
| сывлӑм типсессӗн, акӑ пушхир ҫийӗнче темӗскер — вӗтӗскер, кӗрпе евӗрлӗскер, ҫӗр ҫине ӳкнӗ пас евӗрлӗскер — выртса юлнӑ. |
|
| 15 |
|
| Израиль ывӑлӗсем ҫакна курнӑ та пӗр-пӗрне: мӗн ку? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн ку мӗн иккенне пӗлмен. Моисей вӗсене каланӑ: ку — ҫӑкӑр, ӑна сире Ҫӳлхуҫамӑр апат валли пачӗ; |
|
| 16 |
|
| Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушрӗ: ӑна кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр; ҫын пуҫне пӗрер гомор, хӑвӑр чатӑрта миҫе чун, ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр, терӗ, тенӗ. |
|
| 17 |
|
| Вара Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та, хӑшӗ нумай, хӑшӗ сахал пуҫтарнӑ; |
|
| 18 |
|
| кайран гоморпа виҫсе пӑхнӑ та, нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман: кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухнӑ. |
|
| 19 |
|
| Моисей вӗсене: ҫакна никам та ирччен ан хӑвартӑр, тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Анчах вӗсем Моисее итлемен, хӑшӗсем ҫав апата ирччен хӑварнӑ та, вӑл хуртланса кайнӑ, унран шӑршӑ кӗре пуҫланӑ. Моисей вара вӗсене питӗ ҫилленнӗ. |
|
| 21 |
|
| Вӗсем ҫавна ирхине ирех кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пуҫтарнӑ; хӗвел пӑхса ӑшӑта пуҫласассӑн, вӑл ирӗлнӗ. |
|
| 22 |
|
| Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ. Халӑх пуҫлӑхӗсем пурте пынӑ та Моисее каласа панӑ. |
|
| 23 |
|
| Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ. |
|
| 24 |
|
| Вара [хӑйсене] Моисей хушнӑ пек, ир валли уйӑрса хӑварнӑ та, вӑл шӑршланман та, хуртланман та. |
|
| 25 |
|
| Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр; |
|
| 26 |
|
| ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ. |
|
| 27 |
|
| Анчах хӑшӗсем ҫиччӗмӗш кунӗнче пуҫтарма тухнӑ та — тупайман. |
|
| 28 |
|
| Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и? |
|
| 29 |
|
| астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ. |
|
| 30 |
|
| Вара ҫиччӗмӗш кунӗнче халӑх каннӑ. |
|
| 31 |
|
| Израиль халӑхӗ ҫав ҫӑкӑра «манна» тесе ят панӑ; вӑл кориандр вӑрри пек шурӑ пулнӑ, тути пыллӑ пашалу пек пулнӑ. |
|
| 32 |
|
| Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ. |
|
| 33 |
|
| Моисей Аарона каланӑ: пӗр [ылтӑн] савӑт ил те унта пӗр гомор туллиех манна тултар, ӑна сыпӑкран сыпӑка усрамашкӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ умне ларт, тенӗ. |
|
| 34 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон ӑна — сыхласа усрамашкӑн — Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне лартнӑ. |
|
| 35 |
|
| Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх ҫул хушши, ҫын пурӑнакан ҫӗре ҫитичченех, манна ҫисе пурӑннӑ; Ханаан ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех вӗсем манна ҫинӗ. |
|
| 36 |
|
| Гомор ефан вуннӑмӗш пайӗ пулать. |
|
|
|
|