|
| 1 |
|
| Пушӑ сӑмаха ан итле. Сутра суя кӳнтелесе, ирсӗр ҫынна ан пулӑш. |
|
| 2 |
|
| Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн; |
|
| 3 |
|
| ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр. |
|
| 4 |
|
| Хӑвӑн тӑшманун вӑкӑрне е унӑн аташса кайнӑ ашакне тупсассӑн, ӑна ун патне илсе пыр; |
|
| 5 |
|
| эхер те тӑшманун ашакӗ хӑй ҫине тиенӗ ҫӑкӗ йывӑррипе ӳкнине курас пулсассӑн, ӑна пӑрахса ан кай; хуҫине ашакне пушатма пулӑш. |
|
| 6 |
|
| Чухӑн ҫыннун тавӑҫне йӑнӑш татса ан пар. |
|
| 7 |
|
| Тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн, айӑпсӑр ҫынна, тӳрӗ ҫынна ан вӗлер, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ йӗркесӗр ҫынна тӳрре кӑлармастӑп. |
|
| 8 |
|
| Сӗрев ан йышӑн, мӗншӗн тесессӗн сӗрев куҫлӑ ҫыннах суккӑр тӑвать, тӳррисен ӗҫне тӳнтерле кӑтартать. |
|
| 9 |
|
| Ютран килнӗ ҫынна ан кӳрентер, [ӑна ан хӗсӗрле]: ютран килнӗ ҫыннӑн чунне эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ. |
|
| 10 |
|
| Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр, |
|
| 11 |
|
| ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту. |
|
| 12 |
|
| Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ пултӑр. |
|
| 13 |
|
| Эпӗ сире мӗн каланине пурне те туса пырӑр, урӑх турӑсен ятне ан асӑнӑр; вӑл санӑн ҫӑварунтан ан тухтӑр. |
|
| 14 |
|
| Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: |
|
| 15 |
|
| тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; |
|
| 16 |
|
| хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту. |
|
| 17 |
|
| Санӑн мӗнпур арҫынну ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Патша умне, [хӑвӑн] Ҫӳлхуҫу умне, пырса тӑтӑр. |
|
| 18 |
|
| [Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар. |
|
| 19 |
|
| Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинчен малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫуртне пырса пар. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер. |
|
| 20 |
|
| Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; |
|
| 21 |
|
| Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм. |
|
| 22 |
|
| [Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Манӑн халалӑма упрасассӑн, эсир пур йӑх хушшинчен суйласа илнӗ халӑхӑм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн; эсир патша тивлетне илнӗ священниксем пулатӑр, сӑваплӑ халӑхӑм пулатӑр. Ҫак сӑмахсене Израиль ывӑлӗсене каласа пар.] Эсӗ Унӑн сӑмахне итлесессӗн, Эпӗ [хӑвна] мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Эпӗ санӑн тӑшманусен тӑшманӗ пулӑп, сана хирӗҫ тӑракансенӗн хирӗҫ тӑраканӗ пулӑп. |
|
| 23 |
|
| Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, |
|
| 24 |
|
| эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: |
|
| 25 |
|
| Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп. |
|
| 26 |
|
| Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп. |
|
| 27 |
|
| Хамӑн сехреме сан умӑнтан ярӑп, эсӗ кирек мӗнле халӑх патне ҫитсессӗн те, ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп, пур тӑшманна та каялла ҫавӑрса тартӑп; |
|
| 28 |
|
| сан умӑнтан сӑвӑслан ярӑп, вӗсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] ханаансене тата хетсене сан патӑнтан хӑваласа ярӗҫ; |
|
| 29 |
|
| ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе, сана хирӗҫ хир кайӑкӗсем йышлӑланса ан кайччӑр тесе вӗсене сан патӑнтан пӗр ҫултах хӑваласа кӑлармӑп: |
|
| 30 |
|
| эсӗ ӗрчесе ҫитсе ҫак ҫӗре ху аллуна иличчен вӗсене сан патӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа пырӑп. |
|
| 31 |
|
| Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; |
|
| 32 |
|
| вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; |
|
| 33 |
|
| вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ. |
|
|
|
|