|
| 1 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
|
| 2 |
|
| Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем Мана парне кӳччӗр; тимлӗ пулнипе паракан кирек хӑш ҫынран та Ман валли парне илӗр. |
|
| 3 |
|
| Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, |
|
| 4 |
|
| сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ], |
|
| 5 |
|
| хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, |
|
| 6 |
|
| ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх, |
|
| 7 |
|
| оникс чулӗ, ефодпа кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем. |
|
| 8 |
|
| Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп; |
|
| 9 |
|
| Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та. |
|
| 10 |
|
| Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр; |
|
| 11 |
|
| ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; |
|
| 12 |
|
| ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне. |
|
| 13 |
|
| Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр; |
|
| 14 |
|
| каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр; |
|
| 15 |
|
| каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар. |
|
| 16 |
|
| Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур. |
|
| 17 |
|
| Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; |
|
| 18 |
|
| тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; |
|
| 19 |
|
| пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; |
|
| 20 |
|
| херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ. |
|
| 21 |
|
| Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур; |
|
| 22 |
|
| Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп. |
|
| 23 |
|
| Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, |
|
| 24 |
|
| ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; |
|
| 25 |
|
| ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; |
|
| 26 |
|
| ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; |
|
| 27 |
|
| сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; |
|
| 28 |
|
| каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; |
|
| 29 |
|
| ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; |
|
| 30 |
|
| сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр. |
|
| 31 |
|
| Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; |
|
| 32 |
|
| унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; |
|
| 33 |
|
| пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; |
|
| 34 |
|
| ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; |
|
| 35 |
|
| ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; |
|
| 36 |
|
| улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла. |
|
| 37 |
|
| Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр; |
|
| 38 |
|
| ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту]; |
|
| 39 |
|
| ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр. |
|
| 40 |
|
| Асту, вӗсене хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту. |
|
|
|
|