|
| 1 |
|
| Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер; |
|
| 2 |
|
| кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ. |
|
| 3 |
|
| Пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтар, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтар. |
|
| 4 |
|
| Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту; |
|
| 5 |
|
| пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр; |
|
| 6 |
|
| тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ. |
|
| 7 |
|
| Кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗксене качака ҫӑмӗнчен ту; ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк ту; |
|
| 8 |
|
| пӗр вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике; ку — пӗр вителӗк: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пултӑр. |
|
| 9 |
|
| Пилӗк вителӗкне — хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтар; улттӑмӗш вителӗкне, ҫурмаран хутлатса, кӗлӗ чатӑрӗн мал енне витсе тӑмалла ту. |
|
| 10 |
|
| Хӗрринчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗринпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ ту, ҫакӑнпа сыпӑнтарма тепӗр вителӗк хӗррине аллӑ йӑлӑ [ту]. |
|
| 11 |
|
| Аллӑ пӑхӑр каптӑрма ту, каптӑрмисене йӑллисенчен ҫаклат, ҫапла ҫивиттине сыпӑнтар, вӑл пӗр пӗтӗм пултӑр. |
|
| 12 |
|
| Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр; |
|
| 13 |
|
| кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр. |
|
| 14 |
|
| Ҫиелтен витмелли виттине хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсенчен ту, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен ту. |
|
| 15 |
|
| Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр: |
|
| 16 |
|
| тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; |
|
| 17 |
|
| кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту. |
|
| 18 |
|
| Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, |
|
| 19 |
|
| ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; |
|
| 20 |
|
| кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, |
|
| 21 |
|
| вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; |
|
| 22 |
|
| кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, |
|
| 23 |
|
| кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; |
|
| 24 |
|
| вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; |
|
| 25 |
|
| ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ. |
|
| 26 |
|
| Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли, |
|
| 27 |
|
| пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли; |
|
| 28 |
|
| витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ; |
|
| 29 |
|
| пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр. |
|
| 30 |
|
| Кӗлӗ чатӑрне хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ларт. |
|
| 31 |
|
| Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр; |
|
| 32 |
|
| чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак; |
|
| 33 |
|
| чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ. |
|
| 34 |
|
| Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри саккун арчи ҫине, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арча ҫине, хупӑлчине хур. |
|
| 35 |
|
| Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт. |
|
| 36 |
|
| Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту; |
|
| 37 |
|
| чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту. |
|
|
|
|