×

БИБЛИ 2009

Тухни 31

1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп;
3
Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм,
4
ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума,
5
харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм;
6
акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр:
7
пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне,
8
сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне,
9
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне,
10
Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне,
11
сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
12
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ:
13
Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли;
14
шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр;
15
ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр;
16
Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр;
17
ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
18
[Турӑ] Синай тӑвӗ ҫинче Моисейпе калаҫма чарӑнсассӑн, ӑна Хӑй пӗлтернине ҫырнӑ икӗ хӑма, чул хӑмасем, панӑ; ҫав хӑмасем ҫине Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки