|
| 1 |
|
| Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӑл вӗсене кӑларса ярӗ; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен те хӑваласа кӑларӗ, тенӗ. |
|
| 2 |
|
| Моисейпе калаҫса, Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа. |
|
| 3 |
|
| Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм; |
|
| 4 |
|
| вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм. |
|
| 5 |
|
| Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм. |
|
| 6 |
|
| Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; |
|
| 7 |
|
| сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; |
|
| 8 |
|
| Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен. |
|
| 10 |
|
| Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
|
| 11 |
|
| фараон патне, Египет патши патне, кӗр те кала, вӑл Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса ятӑр, тенӗ. |
|
| 12 |
|
| Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапла тесе каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсем мана итлемеҫҫӗ; фараон мана епле итлетӗр-ха? эпӗ сӑмаха ӑстах мар, тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ. |
|
| 14 |
|
| Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим килӗ-йышӗ. |
|
| 15 |
|
| Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул: кусем — Симеон килӗ-йышӗ. |
|
| 16 |
|
| Акӑ Левий ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем, вӗсен ячӗсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ. |
|
| 17 |
|
| Гирсон ывӑлӗсем: Ливни тата Шимеи хӑйсен килӗ-йышӗпе. |
|
| 18 |
|
| Кааф ывӑлӗсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр виҫӗ ҫула пынӑ. |
|
| 19 |
|
| Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ. |
|
| 20 |
|
| Амрам хӑйӗн мӑн аккӑшне Иохаведӑна качча илнӗ, Иохаведа ӑна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вӗсен аппӑшне,] ҫуратса панӑ. Амрам кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ. |
|
| 21 |
|
| Ицгар ывӑлӗсем: Корей тата Нефег, тата Зихри. |
|
| 22 |
|
| Узиил ывӑлӗсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри. |
|
| 23 |
|
| Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ. |
|
| 24 |
|
| Корей ывӑлӗсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей килӗ-йышӗ. |
|
| 25 |
|
| Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ. Ҫаксем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ пуҫлӑхӗсем. |
|
| 26 |
|
| Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑр, вӗсем хӑйсен ҫарӗсемпе тапранса тухчӑр тесе Ҫӳлхуҫа шӑпах ҫав Ааронпа Моисее каланӑ ӗнтӗ. |
|
| 27 |
|
| Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон. |
|
| 28 |
|
| Ҫапла вара Египет ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ чухне |
|
| 29 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа! Эпӗ сана мӗн каланине фараона, Египет патшине, пӗтӗмпе каласа пар, тенӗ. |
|
| 30 |
|
| Моисей вара Ҫӳлхуҫа умӗнче каланӑ: акӑ ӗнтӗ эпӗ сӑмаха ӑста мар, фараон мана епле итлӗ? тенӗ. |
|
|
|
|