БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса |
| 2 |
| хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн, |
| 3 |
| пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн, |
| 4 |
| ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн |
| 5 |
| эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн. |
| 6 |
| Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче; |
| 7 |
| Вӑл тӳрӗ ҫынсем валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлет; Вӑл — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ; |
| 8 |
| Вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗсене сыхлать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать. |
| 9 |
| Ун чухне эсӗ чӑнлӑха, тӗрӗс сута, тӳррӗн каланине, пур ырӑ ҫула ӑнланӑн. |
| 10 |
| Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, |
| 11 |
| сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; |
| 12 |
| ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, |
| 13 |
| сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, |
| 14 |
| усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — |
| 15 |
| кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; |
| 16 |
| сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ. |
| 17 |
| 18 |
| Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ; |
| 19 |
| ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть. |
| 20 |
| Ҫавӑнпа ыррисенӗн ҫулӗпе ҫӳре, тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗнчен ан пӑрӑн: |
| 21 |
| ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ; |
| 22 |
| йӗркесӗр ҫынсене вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/proverbs/002.mp3
31
2