БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр: |
| 2 |
| ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ. |
| 3 |
| Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур — |
| 4 |
| вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн. |
| 5 |
| Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. |
| 6 |
| Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ. |
| 7 |
| Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: |
| 8 |
| ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ. |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле — |
| 10 |
| вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ. |
| 11 |
| Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: |
| 12 |
| Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать. |
| 13 |
| Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: |
| 14 |
| ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах: |
| 15 |
| вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ. |
| 16 |
| Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] |
| 17 |
| унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ. |
| 18 |
| Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ! |
| 19 |
| Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ; |
| 20 |
| Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ. |
| 21 |
| Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн, |
| 22 |
| санӑн чунушӑн ҫакӑ пурӑнӑҫ пулӗ, мӑю валли илемлӗ эреш пулӗ. |
| 23 |
| Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн. |
| 24 |
| Ҫывӑрма выртсассӑн — шикленмӗн; ҫывӑрса кайсассӑн тӗлӗкӳ те кӑмӑллӑ пулӗ. |
| 25 |
| Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн: |
| 26 |
| сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ. |
| 27 |
| Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр. |
| 28 |
| Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала. [Мӗншӗн тесессӗн эсӗ ыранхи кун мӗнле пуласса пӗлместӗн.] |
| 29 |
| Хӑвна шанса тӑракан ҫывӑх ҫыннуна хирӗҫ усал шухӑш ан тыт. |
| 30 |
| Хӑвна усал туман ҫынпа сӑлтавсӑрах ан вӑрҫӑн. |
| 31 |
| Пусмӑрлакан ҫынна ан ӑмсан, унӑн пӗр ҫулне те ан кӑмӑлла: |
| 32 |
| Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать. |
| 33 |
| Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать. |
| 34 |
| Вӑл мӑшкӑлҫӑсенчен кулать пулсассӑн, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать. |
| 35 |
| Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/proverbs/003.mp3
31
3