|
| 1 |
|
| Эй ачамсем, аҫӑр ӳкӗтленине итлӗр, ӑса вӗренмешкӗн тимлесех тӑнлӑр: |
|
| 2 |
|
| эпӗ сире ырӑ пӗлӳ паратӑп. Эпӗ вӗрентсе каланине ан манӑр. |
|
| 3 |
|
| Эпӗ те аттемӗн ывӑлӗ, аннемӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; |
|
| 4 |
|
| аттем мана вӗрентсе ҫапла калатчӗ: чӗрӳ манӑн сӑмахӑмсене упратӑр; эпӗ ӑс панине асра тыт — вара пурӑнӑн эсӗ. |
|
| 5 |
|
| Ӑслӑлӑха вӗрен, пӗлӳ пух; ан ман ҫакна, эпӗ каланӑ сӑмахран ан пӑрӑн. |
|
| 6 |
|
| Ӑслӑлӑха ан пӑрах — вӑл сана упрасах тӑрӗ; юрат ӑна — вӑл сана сыхӑ усрӗ. |
|
| 7 |
|
| Чи кирли — ӑслӑлӑх: ӑслӑлӑха вӗрен, мӗнпур пурлӑхна парса ӑс пуҫтар. |
|
| 8 |
|
| Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ; |
|
| 9 |
|
| сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ. |
|
| 10 |
|
| Ывӑлӑм, итле мана, сӑмахӑма хапӑл ту — вара пурӑнас кунҫулу вӑрӑмланӗ. |
|
| 11 |
|
| Эпӗ сана ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартатӑп, сана тӳрӗ сукмакпа ертсе пыратӑп. |
|
| 12 |
|
| Кайма тухсассӑн — утту чӑлханмӗ, чупнӑ чухне такӑнасси пулмӗ. |
|
| 13 |
|
| Вӗрентсе каланине асрах тыт, ан пӑрах, упра ӑна: санӑн пурӑнӑҫу вӑл. |
|
| 14 |
|
| Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; |
|
| 15 |
|
| пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: |
|
| 16 |
|
| усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: |
|
| 17 |
|
| вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ. |
|
| 18 |
|
| Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать. |
|
| 19 |
|
| Йӗркесӗр пурӑнакансен ҫулӗ вара — сӗмлӗх пек: мӗнрен такӑнасса хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ. |
|
| 20 |
|
| Эй ывӑлӑм, ман сӑмахӑма тӑнла, эпӗ каланине хӑлхуна тайса итле; |
|
| 21 |
|
| вӗсем куҫу умӗнчен ан кайччӑр; вӗсене чӗрӳ варринчех упра: |
|
| 22 |
|
| вӗсем хӑйсене тупакансене пурӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑваҫҫӗ. |
|
| 23 |
|
| Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ. |
|
| 24 |
|
| Чӗлхӳ-ҫӑвару суя ан суйтӑр, чӗлхӳ ан чеелентӗр. |
|
| 25 |
|
| Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр, куҫ хӑрпӑкӗсем те тӳррӗн тӗллесе тӑччӑр. |
|
| 26 |
|
| Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр. |
|
| 27 |
|
| Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла: |
|
| 28 |
|
| [сылтӑм енчи ҫулсене Ҫӳлхуҫа асӑрхаса тӑрать, сулахай енчисем — пӑсӑлнӑ ҫулсем. |
|
| 29 |
|
| Вӑл санӑн ҫулусене тӳрӗ тӑвӗ, сана канӑҫлӑ ҫӳремелле туса парӗ.] |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | | 22 | | 23 | | 24 | | 25 | | 26 | | 27 | | 28 | | 29 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/proverbs/004.mp3
31
4