БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй ывӑлӑм! манӑн сӑмахӑма астусах тӑр, эпӗ вӗрентсе каланине ӑшӑнта тыт. [Ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫана хисепле — вара тӗреклӗленӗн, Унсӑр пуҫне урӑх никамран та ан хӑра.] |
| 2 |
| Манӑн ӳкӗтсене уяса тӑр — вара пурӑнӑн, эпӗ мӗн вӗрентнине куҫ шӑрҫине упранӑ пек упра. |
| 3 |
| Вӗсене эсӗ пӳрнӳне тӑхӑнса ҫӳре, вӗсене чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур. |
| 4 |
| Ӑслӑлӑха: «эсӗ манӑн тӑванӑм!» те, ӑстӑнпа та тӑванлаш, |
| 5 |
| ҫапла эсӗ урӑх ҫын арӑмӗнчен, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран сыхланӑн. |
| 6 |
| Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм: |
| 7 |
| акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм, |
| 8 |
| урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ, |
| 9 |
| каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ. |
| 10 |
| Акӑ ӗнтӗ — ӑна хирӗҫ хӗрарӑм тухрӗ: аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ, чее чӗреллӗскер, |
| 11 |
| шавлӑскер, ҫӑварлӑх мӗнне пӗлменскер; урисем унӑн килӗнче тӑмаҫҫӗ: |
| 12 |
| вӑл е урамра, е урам тӑваткӑлӗнче, кашни кӗтесрех кӗтсе-сыхласа тӑрать. |
| 13 |
| Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна: |
| 14 |
| «эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм; |
| 15 |
| ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана; |
| 16 |
| выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм; |
| 17 |
| ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм; |
| 18 |
| кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр; |
| 19 |
| упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ; |
| 20 |
| хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ. |
| 21 |
| Ачаш сӑмах кала-кала сӑхлантарчӗ вӑл яш ачана, ҫепӗҫ чӗлхи-ҫӑварӗпе парӑнтарчӗ ӑна. |
| 22 |
| Лешӗ вара тӳрех ун хыҫҫӑн уттарчӗ, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, [касмӑка лартакан йытӑ пек,] ухӑпа перекен тӗле, |
| 23 |
| пӗверне ҫӗмрен шӑтарса тухас тӗле лекнӗ пӑлан пек, вӗҫен кайӑк хӑйшӗн вилӗмлӗх карнӑ серепене ним пӗлмесӗрех чӑмнӑ пек, кайрӗ. |
| 24 |
| Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ӑша хывӑр. |
| 25 |
| Чӗрӳ аскӑн арӑмӑн ҫулӗ енне ан сулӑнтӑр, унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре: |
| 26 |
| ҫав арӑм нумайӑшне амантса ӳкернӗ, вӑйлӑ ҫынсене вӑл нумайӑшне вӗлернӗ: |
| 27 |
| унӑн килӗ — ҫӗр тӗпне ертсе каякан, вилӗмӗн шалти ҫуртне илсе анакан ҫул. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/proverbs/007.mp3
31
7