БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: |
| 2 |
| ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; |
| 3 |
| вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; |
| 4 |
| йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; |
| 5 |
| чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; |
| 6 |
| шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; |
| 7 |
| ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; |
| 8 |
| юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ. |
| 9 |
| Ӗҫлекен ҫынна хӑй мӗн ӗҫленинчен мӗн усси? |
| 10 |
| Этем ывӑлӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе Турӑ вӗсене мӗнле йывӑр ӗҫ панине куртӑм эпӗ. |
| 11 |
| Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест. |
| 12 |
| Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук. |
| 13 |
| Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей. |
| 14 |
| Пӗлсе ҫитрӗм эпӗ: Турӑ тӑвакан пур ӗҫ те — ӗмӗрлӗхе: ун ҫумне нимӗн те хушаймастӑн, унран нимӗн те кӑларса пӑрахаймастӑн — Турӑ Хӑй умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр тесе ҫапла тӑвать. |
| 15 |
| Мӗн пулнийӗ халӗ те пур, мӗн пуласси ӗлӗкех пулнӑ — Турӑ иртнине те каялла тавӑрать. |
| 16 |
| Ҫӗр ҫинче эпӗ тата ҫакна куртӑм: тӳрӗ сут тумалли вырӑнта — ултавлӑх; тӗрӗс тӑвас вырӑнта — тӗрӗсмарлӑх. |
| 17 |
| Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм. |
| 18 |
| Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм; |
| 19 |
| мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх! |
| 20 |
| Пурте пӗр вырӑна каять: пурте тӑпраран пулнӑ, пурте каллех тӑпра пулать. |
| 21 |
| Кам пӗлесси пур: этем ывӑлӗсен чунӗ-чӗмӗ ҫӳле ҫӗкленет-ши, выльӑхсенӗн чунӗ-чӗмӗ аяла, ҫӗр ӑшне, анать-ши? |
| 22 |
| Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна? |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ecclesiastes/003.mp3
12
3