БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Тимлесе пӑхрӑм та — ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра куртӑм: акӑ пусмӑртисенӗн куҫҫулӗ, анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук; пусмӑрҫисен аллинче — вӑй, ӗнтӗ асапланакансене йӑпатаканӗ ҫук. |
| 2 |
| Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм; |
| 3 |
| анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни. |
| 4 |
| Эпӗ тата ҫакна куртӑм: кирек мӗнле ӗҫ те, ӗҫри кирек мӗнле ӑнӑҫу та ҫынсем хушшинче кӗвӗҫӳ ҫуратать. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ! |
| 5 |
| Ухмаххи, аллине усса, ӳтне кӑшласа ларать. |
| 6 |
| Лӑпкӑн ӗҫлесе тупнӑ пӗр ывӑҫ — хӗвӗшсе те ҫил хӑваласа тупнӑ йӗкӗр ывӑҫран лайӑхрах. |
| 7 |
| Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм: |
| 8 |
| пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест. «Камшӑн ӗҫлетӗп-ха, мӗншӗн чунӑма канӑҫ памастӑп-ха эпӗ?» Ҫакӑ та — харамлӑх, ырӑ мар ӗҫ ку! |
| 9 |
| Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур: |
| 10 |
| пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать. Пӗччен ҫын ӳксессӗн вара, ҫӗклесе тӑратаканӗ ҫук пулсассӑн, хӗн килет ӑна. |
| 11 |
| Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха? |
| 12 |
| Кам та пулин пӗр ҫыннине хӗстерме пуҫласассӑн, ӑна иккӗн парӑнмаҫҫех вӗсем: виҫҫӗлле явнӑ ҫип те часах татӑлмасть. |
| 13 |
| Чухӑн, анчах ӑслӑ яш ача — ӑс панине итлеме пӗлмен ватӑ та ӑссӑр патшаран лайӑхрах; |
| 14 |
| вӑл, хӑйӗн патшалӑхӗнче чухӑнлӑхра ҫуралнӑ пулин те, тӗрмерен тухса патшана ларӗ. |
| 15 |
| Эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫинче ун вырӑнне ларнӑ тепӗр яш ачана та, унпа пӗрле ҫӳрекен пӗтӗм ҫынна та куртӑм. |
| 16 |
| Ун умӗнче пыракан халӑхӑн имӗ-сумӗ те ҫукчӗ, анчах ҫакӑ каярах килекеннисене савӑнтармӗ. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ! |
| 17 |
| Турӑ ҫуртне утнӑ чухне уруна астуса пыр, итлеме пӗлни ӑссӑр ҫынсем парне кӳнинчен лайӑхрах: вӗсем ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа усал ӗҫ тӑваҫҫӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ecclesiastes/004.mp3
12
4