БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах. |
| 2 |
| Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне ҫӳриччен — вилнӗ ҫыншӑн хӳхлекенсен килне кайни лайӑхрах: пур ҫыннӑн кунҫулӗ те ҫапла вӗҫленет, чӗрӗ ҫын вара ҫакна хӑй чӗрине илет. |
| 3 |
| Хуйхӑ-суйхӑ кулӑран лайӑхрах: сӑн хурлӑхлӑ чухне чӗре ырӑланать. |
| 4 |
| Ӑслисенӗн чӗри — хӳхлев ҫуртӗнче, ухмахсенӗн чӗри — вӑйӑ-кулӑ ҫуртӗнче. |
| 5 |
| Ухмахсенӗн юррине итличчен — ӑсли питленине итлени лайӑхрах; |
| 6 |
| мӗншӗн тесен ухмахсенӗн кулли — хуран айӗнче кӳкен ҫаппи ҫатӑртатни анчах. Ҫакӑ та — харамлӑх! |
| 7 |
| Ыттисене хӗсӗрлесе ӑсли ухмаха тухать, чӗрене парне те пӑсать. |
| 8 |
| Ӗҫӗн вӗҫӗ — пуҫламӑшӗнчен лайӑхрах; тӳсӗмли мӑнаҫлинчен лайӑхрах. |
| 9 |
| Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать. |
| 10 |
| «Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн. |
| 11 |
| Ӑслӑлӑх еткер пекех аван, уйрӑмах — хӗвеле куракансемшӗн: |
| 12 |
| унӑн хӳттинче кӗмӗл хӳттинчи пекех; пӗлӳ усси ҫакӑ: ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать. |
| 13 |
| Пӑх-ха Турӑ ӗҫӗ ҫине: Вӑл кукӑр тунине кам тӳрӗ тума пултарайӗ? |
| 14 |
| Тӗрӗс-тӗкел кунсенче ырӑлӑхпа усӑ кур, синкерлӗ кунсенче шухӑшла: ӑна та, кӑна та Турӑ этем Хӑйне хирӗҫ нимӗн те ан калайтӑр тесе тунӑ. |
| 15 |
| Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать. |
| 16 |
| Хӑвна пӗтерес темесессӗн ытлашши тӳрӗ те, ытлашши ӑслӑ та ан пул. |
| 17 |
| Вӑхӑту ҫитиччен вилес темесессӗн усал ан пул, ӑссӑр-тӑнсӑр ан пул. |
| 18 |
| Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ. |
| 19 |
| Ӑслӑлӑх ӑслӑ ҫынна хулара пуҫ пулса тӑракан вунӑ ҫынран та вӑйлӑрах тӑвать. |
| 20 |
| Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук; |
| 21 |
| ҫавӑнпа ӗнтӗ калакан сӑмаха пурне те ан тӑнла — хӑвна чуру мӗнле хӑртнине илтмелле ан пултӑр санӑн; |
| 22 |
| чӗрӳ пӗлет — эсӗ хӑв та ыттисене сахал мар хурланӑ. |
| 23 |
| Ҫакна эпӗ пӗтӗмпех ӑслӑлӑхпа сӑнаса пӑхнӑ; «ӑслӑ пулам» тенӗ; анчах ӑслӑлӑхӗ манран аякра. |
| 24 |
| Мӗн пулни — аякра, тарӑн-тарӑн пытаннӑ: кам пӗлсе ҫитерӗ ӑна? |
| 25 |
| Ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑла пӗлес, тӗпчес, тупас тесе, ҫапла ухмахлӑхӑн, пӗлменлӗхӗн, ӑссӑрлӑхӑн усаллӑхне пӗлес тесе чунтан тимлерӗм те — |
| 26 |
| ҫакна ӑнкарса илтӗм: вилӗмрен те хӑрушӑраххи — хӗрарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл — таната, унӑн чӗри — серепе, унӑн алли — тӑлӑ; Турӑ умӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан унран хӑтӑлӗ, ҫылӑхли вара ун аллине ҫакланӗ. |
| 27 |
| Пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне сӑнаса, эпӗ акӑ мӗн пӗлтӗм, тенӗ Екклесиаст. |
| 28 |
| Чунӑм тата мӗн шыранӑччӗ-ха, эпӗ мӗн тупаймарӑм-ха? пинрен пӗр арҫынна тупрӑм эпӗ, анчах вӗсем хушшинче пӗр хӗрарӑм та тупаймарӑм. |
| 29 |
| Ӗнтӗ ҫакна ҫеҫ пӗлтӗм: Турӑ этеме таса пултарнӑ, анчах ҫынсем ытлашши пӗлӗве шырама пуҫланӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ecclesiastes/007.mp3
12
7