|
| 1 |
|
| Эпӗ — Сарон нарцисӗ, эпӗ — айлӑмра ӳсекен лили! |
|
| 2 |
|
| Ман савниҫӗм-пикеҫӗм ытти хӗрсем хушшинче — кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ пекех. |
|
| 3 |
|
| Манӑн савнӑ тусӑм ытти каччӑсем хушшинче — вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчи улмуҫҫи евӗрлех. Ҫав улма йывӑҫҫи айӗнче сулхӑнра эп ларма юрататӑп, унӑн пылак ҫимӗҫӗ ҫӑвартах ирӗлет. |
|
| 4 |
|
| Вӑл мана ӗҫкӗ-ҫикӗ керменне илсе кӗчӗ, ман тӗле юрату ялавне ҫакса хучӗ. |
|
| 5 |
|
| Ах, мана юрату лӑштӑр ячӗ, сыпкӑм эрех ӗҫтерсе вӑй кӗртсемӗр, улмапа сӑйласа кӑшт уҫсамӑр ӑша. |
|
| 6 |
|
| Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми вара мана ыталать. |
|
| 7 |
|
| Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна. |
|
| 8 |
|
| Ах, савнӑ тусӑм сасси илтӗнет! акӑ килет вӑл: ту ҫийӗн ыткӑнса, сӑрт ҫийӗн сиктерсе вӑл килет. |
|
| 9 |
|
| Ту качаки евӗрлех, ҫамрӑк пӑлан евӗрлех манӑн каччӑм. Акӑ ҫитрӗ те — тӑрать вӑл кунтах, хӳме леш енче, кантӑкран пӑхать, карта витӗр вӗлтлетсе илет. |
|
| 10 |
|
| Ӗнтӗ тусӑм мана йыхӑрать: савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах! |
|
| 11 |
|
| Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ; |
|
| 12 |
|
| ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет; |
|
| 13 |
|
| смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ. Савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах! |
|
| 14 |
|
| Ту хушӑкне, чул хысак хӳттине пытанса ларнӑ кӑвакарчӑнӑм! кӑтартсамччӗ сӑнна, сассуна илтме парсамччӗ мана: сассу евӗклӗ санӑн, сӑну кӑмӑллӑ санӑн. |
|
| 15 |
|
| Тилӗсемпе ҫурисене тытса парӑр пире, вӗсем иҫӗм пахчисене тустараҫҫӗ, пирӗн пахча чечекре-ҫке. |
|
| 16 |
|
| Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет. |
|
| 17 |
|
| Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен сӑрт-тусем хушшинчи ту качаки пулайса, ҫамрӑк пӑлан пулайса таврӑнччӗ, савниҫӗм. |
|
|
|
|